Сувар

Новости за 9 мая 2020

  • 9 мая 2020 - 16:56
    Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчи Çӗнтерӳ вăл – салтаксемпе тыл ӗçченӗсен паттăрлăхӗ
    1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗ тата 1945 çулхи майăн 9-мӗшӗ. Çак икӗ дата хушшинче хăйне евӗрлӗ тапхăр – 1418 куна тăсăлнă Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи. Çирӗп тӗрӗслеври патриотизм, тăшмана курайманлăх совет обществине пӗрлештерсе çӗнейми вăйлă тунă. Салтаксем Çӗнтерӗве вăрçă хирӗнче туптанă пулсан, ахаль çынсем  – тылра. Паттăрлăх çулсен ăрăвӗ хăйӗн гражданла тивӗçне туллин пурнăçланă.
    522
    0
    1
  • 9 мая 2020 - 16:46
    Кукаçин ячӗ мӗншӗн кӗнекере çук?
    1941 – 1945 çулсенчи Аслă вăрçă нуши-терчӗ, хуйхи пырса перӗнмен пӗр çемье те çук пуль пирӗн çӗршывра. Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче те çаплах. Ман аттепе анне çемйисене те пырса лекнӗ ку, иккӗшӗн ашшӗ те фронтра пулнă, ыттисемпе пӗрлех унта юн тăкнă. Пӗри вăрçă хирӗнче выртсах юлнă, тепри аманса таврăннă
    502
    0
    0
  • 9 мая 2020 - 11:25
    Унăн тирпейлӗхӗ, йăрăс та патвар утти, çап-çутă та йăлтăртатса тăракан хром аттисем халӗ те ял халăхӗн куçӗ умӗнче
    Çӗр çинче пурăнакан кашни çыннăн хăйӗн историйӗ, хăйӗн шăпи. Кашни çын çӗр çинче хăйӗн пурнăç йӗрне хăварать. Çав йӗр тăрăх вăл мӗнле çын пулнине нумай çул иртнӗ хыççăн та тӗпчесе пӗлме пулать. Шел, паллă та чаплă, ăслă та вăйлă çынсем çинчен нумай чухне вăл сывă чухне мар, çут тӗнчерен уйрăлнă хыççăн кăна пӗлетпӗр. Çапах та ваттисем калашле: «Пуян çын вилет – мул юлать, хисеплӗ çын вилет – ят юлать», – тени тӗрӗсех. Çак пӗлтерӗшӗн чăнлăхне Анисим Владимирович Кузнецов пурнăçӗн тӗслӗхӗпе çутатса пама пулать. Вăл – манăн кукаçей.
    499
    0
    0
  • 9 мая 2020 - 11:04
    «Çӗнтерӳ кунӗ» юрра паян чăвашла юрлар!
    «День Победы» юрă – чăвашла. Атьăр ăна паян тăван чӗлхепе юрлар. Сăмахӗсене Чăваш халăх поэчӗ Ю.Сементер куçарнă.
    518
    0
    1
  • 9 мая 2020 - 09:18
    Хусанта уяв мӗнле иртнине ТНВ тӳрӗ эфирпа кăтартать
    Парад кăна пулмасть паян, юна çӗнӗрен хӗртекен уяв пурпӗр тивӗçлӗн иртӗ, урăхла пулаймасть пирӗн. Тутарстанри уяв мероприятийӗсем кунта – https://youtu.be/oDnjgtyjNgQ
    377
    0
    0
  • 9 мая 2020 - 08:41
    Çӗнтерӳ кунӗпе, тăвансем!
    Хусанта пурăнакан пӗчӗк София Орешкина Теччӗ районӗнчи Чăваш Чакăлтăмӗнчи мăн кукашшӗне Михаил Симакова Çӗнтерӳ парнеленӗшӗн тав тăвать! Хисеплӗ ветерансем, тыл ӗçченӗсем, ахаль çынсем пурсăмăра та уяв ячӗпе!
    525
    0
    0
Реклама