Новости за 22 мая 2020
-
22 мая 2020 - 13:38Алена Бултыкова: «Ачасене шкула хамăн ăсатас килет»Манăн принцип: пӗрре вăрç, вунă хут мухта. Хуть мӗнле çынна та тăтăш ухмах тесен вăл ухмаха çаврăнать. Çавăнпа ачасен тăнне начаррине çапса кӗртмелле мар. Пӗчӗк çитӗнӳ тусан та мухтамалла.
-
22 мая 2020 - 13:14Кăçалхи мерăсем пин-пин вӗлле хуртне сыхласа хăварасса шанас килетВӗлле хурчӗсем вилни ял хуçалăх отраслӗ аталанса пыракан Тутарстаншăн та çивӗч ыйту, тӗслӗхсем нумай. Вăхăтра тивӗçлӗ мерăсем йышăнманнипе утарӗ-утарӗпе пӗтни те пур.
-
22 мая 2020 - 13:08Шăматкун каçпа редакцие вăл сăвă ярса пачӗ, тепӗр кун вăл ӗмӗрлӗхех куç хупнине пӗлтӗмӗрТăхăрьял тăрăхӗн паллă сăвăçи, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗпе «Сувар» хаçат çумӗнчи «Сунтал» литпӗрлешӳ пайташӗ, Раççей Федерацийӗн Писательсен союзӗн, Чăваш профессиллӗ писательсен союзӗн пайташӗ, вун пилӗк кӗнеке авторӗ Николай Михайлович ДВОРОВ-ШЕМЕКСЕМ вăхăтсăр вилсе кайнă пирки унăн тăванӗсемпе, çывăх çыннисемпе пӗрле чӗререн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр. Николай Михайловичăн çутă сăнарӗ яланах пирӗн чӗресенче упранӗ.ТР Чăваш наципе культура автономийӗ, ТР ЧНКА çумӗнчиЧăваш çыравçисен союзӗ,Пăва районӗнчи ЧНКЦ,«Сувар» хаçат коллективӗ.