Новости за 11 июля 2020
-
11 июля 2020 - 20:49Паян Уяв вӗçленчӗМероприяти онлайн майӗпе иртрӗ пулин те эпир Уявăн атмосферине, кăмăлне туллин туйма пултартăмăр. Аксу, Элкел, Çарăмсан, Элмет, Çӗпрел тата ытти районсенче фольклор ушкăнӗсен юрри-ташши, уяв йăлисене туни ăмăртмалла тенӗ пек социаллă сетьсенче тухса пычӗ. Калăн пӗтӗм тӗнче чăваш культурине чăмнă. Паллах, ку питӗ савăнтарать.
-
11 июля 2020 - 20:38Тутарстан Республикин Президенчӗ Р.Н.Минниханов чăваш культурин «Уяв» Республика праçникӗпе саламларӗÇулсерен çак праçник иртнипе хальхине шайлаштарса пӗрлештерет, тăван тавралăхпа ӗç патне юрату, аслисене хисеплес туйăм, ытти наципе урăх тӗн çыннисем патне тăванла хутшăну çуратать.
-
11 июля 2020 - 12:12Ачасене лагере яма юратьРеспубликăри ача-пăча лагерӗсенче кăçал çӗр пин ытла шкул ачине йышăнма хатӗр. Роспотребнадзор паяна 79 лагере ӗçлеме ирӗк панă.
-
11 июля 2020 - 11:28Раççей халăхӗ шутӗнче чăвашсен шучӗ ан чактăрччӗЧăваш халăхне упраса хăварасси пиртен кашнинчен килет. Гражданла яваплăрах пуласчӗ пирӗн, туссем! Раççейре пурăнакан нацисен хушшинче шутпа чакас марччӗ пирӗн.