Новости за 14 июля 2020
-
14 июля 2020 - 16:45Ҫӑхав ҫыракансем ытларах хӗрарӑмсемКунне тӗрӗслеме 290 заявка килет. Ҫав вӑхӑтра ҫӑхавсен 36 процентне тӗрӗс мар ҫырнӑшӑн модераторсем йӑнӑшсене тӳрлетме каялла тавӑрса параҫҫӗ
-
14 июля 2020 - 13:24Румыние ирӗке кăларнă танкиста Аксура пурте пӗлеççӗВăл хăйӗн вӗрентекенӗ чăвашсен паллă прозаикӗ Ефрем Еллиев пулнишӗн халӗ те питӗ хӗпӗртет.
-
14 июля 2020 - 11:50Державин çуралнă кунне паллă тăвакансене чăваш халăх поэчӗ саламланăТутарстан Правительствин пуçарăвӗпе Державин ячӗллӗ премипе çулсерен паллă литераторсемпе юристсене чыслаççӗ
-
14 июля 2020 - 11:22Шӑрӑхра пуҫа та шыва чикме ҫукСтатистика тӑрӑх, шывра вилекенсен 80 проценчӗ ӳсӗрле пулса иртет тата шыва кӗме юраман вырӑнсенче кӗнипе
-
14 июля 2020 - 09:10Пляжра шыва кӗрекенсене штрафлаҫҫӗХусансене пляжсенчен хӑвалаҫҫӗ. Коронавирус сывлӑхшӑн хӑрушӑ пулнине манмалла маррине оперативлӑ штаб канашлӑвӗнче ТР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Владимир Жаворонков аса илтернӗ. Ҫавӑнпа та хулари обществӑллӑ пляжсенче шыва кӗме юрамасть. "Хусанта пурӑнакансен хушшинче коронавирус инфекцицӗ сарӑлас лару-тӑру ҫивӗчлӗхне ҫухатман. Сывлӑх сыхлав системи граждансене обществолла пляжсенче шыва кӗме тӑхтаса тӑма чӗнет, ҫитменнине чару та пур",– аса илтернӗ Жаворонков. Тутарстанра массӑллӑ кану вырӑнӗсене кӗрсе ҫӳреме юрамасть, республика коронавирус чарӑвӗсене пӑрахӑҫлас 3-мӗш тапхӑра тухман-ха. Сак йӗркене пӑснӑшӑн Лайӑшри пляжра канакансене штрафсем ҫырса панӑ.