Сувар

Новости за 19 сентября 2020

  • 19 сентября 2020 - 14:48
    Алексей Трофимов пирӗн асра çутă сăнарӗпе упранса юлӗ
    Cентябрӗн 17-мӗшӗнче, каçпа, Шупашкартан хурлăхлă хыпар çитрӗ. Чăваш çыннисен хушшинче пӗрремӗш искусствоведени докторӗ, ученăй-теоретик, Раççей Федерацийӗн, Чăваш Республикин, Тутарстан Республикин искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Алексей Трофимов ӗмӗрлӗхех пиртен уйрăлса кайрӗ. 
    723
    0
    1
  • 19 сентября 2020 - 13:32
    Тольятти чăвашӗсем Туслăх кунне хутшăнчӗç
    Самар облаçӗнче 157 тӗрлӗ халăх çынни пурăнать, Тольяттире те самаях – 130. Тӗрлӗ наци çыннисем туслă пурăнни питӗ пысăк  пӗлтерӗшлӗ. Çак çирӗп пӗрлелӗхре – çӗршывăн хӳтлӗхӗ те хăватлăхӗ. Тӗрлӗ халăхсем пӗр пулни, пӗр-пӗрин культурине,йăли-йӗркине хисеплени чи хаклă вырăнта пулмалла пурнăçра. Самар облаçӗ 2015 çултанпа кашни çулах авăн уйăхӗн иккӗмӗш шăматкунӗнче тӗрлӗ халăхсен Туслăх кунне палăртать. Енчен те малтанхи праçниксем облаçăн тӗп хулинче иртрӗç, анчах кăçалхи улттăмӗш Туслăх кунӗ Тольяттире пулчӗ. Сăлтавӗ те пур, мӗншӗн тесен Тольятти нумай нациллӗ, толерантлă пысăк хула (699 пин те 367 çын пурăнать) тата кăçалхи 2020 çул хулари чи капмар предприяти АВТОВАЗ пӗрремӗш «Жигули» машинине кăларнăранпа 50 çул тултарнине палăртрӗ. Çавăн пиркиех Дмитрий Азаров кӗпӗрнаттăр 2020 çула Самар облаçӗнче Тольятти çулӗ тесе пӗлтернӗччӗ.
    371
    0
    0
  • 19 сентября 2020 - 13:01
    Беларуçăн Хусанти Хисеплӗ консулӗ «Песняры» ушкăн мӗншӗн протестлама тухни пирки каласа панă
    Сергей Маруденко сăмахӗсемпе, оппозиционерсем омоновецсене провокациленӗ
    260
    0
    0
Реклама