Сувар

Новости за 18 октября 2020

  • 18 октября 2020 - 13:53
    Атте миçе чикӗ урлă каçарса йăтса килнӗ чăматанне кӳршӗ яла çитсен çухатнă
    Атте Берлинах çитнӗ, рейхстаг тăррине ялав çакас операцие те хутшăннă. «Кунта вырăссем нихçан та кӗреймӗç, кунта пирӗн 105 гарнизон тăрать», – тесе çырса хунă лозунг пуррине каласа панă вăл яла килсен. Ялав çакнă чух темиçе совет салтакне персе антарнине те каланă. Рейхстаг тăррине хăпаракансене нимӗçсем пӗр вăрттăн чӳречерен персе тăнă тет. Вара пирӗннисем команда панă – çак чӳречерен перекеннине тӗп тумасăр çӳлелле урăх улăхмалла мар. Ăна тӗп тусан тин вара ялав çакнă.
    324
    0
    0
  • 18 октября 2020 - 13:20
    Кӗрхи чечексем чуна савăнтараççӗ, сăвă çырма хавхалантараççӗ
    Хăть те мӗнле çанталăк пулсан та, кӗркуннехи таврара пур хăйне евӗрлӗ илемлӗх! Ылтăн кӗркунне кăçал! Веçех сап-сарă çулçăсемпе витӗнчӗ çӗр. Тата пăхатăп та тӗлӗнетӗп кӗрхи чечексенчен: шыва шăнтакан ирхи сивве те парăнмаççӗ вӗсем – чиперех мăнаçлăн саркаланса лараççӗ вут-хӗм сапакан çеçкисемпе!
    178
    0
    0
  • 18 октября 2020 - 13:01
    Мăнаккан хӗрне тупма «Жди меня» передача пулăшаймарӗ, «Сувар» хаçат ӗçченӗсем пулăшрӗç
    Кукаçин пӗр хӗрӗ, манăн аннен аппăшӗ,  Полина йывăр пурнăçа пула ялтан тухса кайнă. Кăçал çак самантранпа 90 çул çитрӗ. Эпир ун çемйи пирки халиччен нимӗн те пӗлмен. Анне яланах аппăшне аса илетчӗ, тунсăхласа хуйхăратчӗ. Ун пирки  пӗр хыпар та пӗлеймесӗрех çӗре кӗчӗ, мăнтарăн. Эпӗ йăх тымарӗсене шыраса тупас тӗллевпе «Жди меня» телепередачăна та, «Маяк» радиона та çыртăм – хурав пулмарӗ. Интернетра та шырарăм – кăлăхах. Унтан хамăр йăх историне çырнă Федор Антонович Михейкин темле майпа информаци тупса Полинăн хӗрӗ Людмила Раççейри паллă журналиста Анатолий Грачева качча тухни пирки çырнине аса илтӗм. А.Грачев пирки хыпар шырарăм. Пӗр статья вуларăм ун пирки, анчах та нихăçан та курман çын те çавах, те вăл мар тесе вӗçне-хӗрне тупаймарăм. Ним тăвайман енне «Сувар» хаçат редакцине шăнкăравларăм.
    414
    5
    10
Реклама