Сувар

Новости за 6 декабря 2020

  • 6 декабря 2020 - 12:12
    Владислав Николаев: «Сывлăх пур чух, вăй пур чух, кăмăл пур чух  çырмалла, ӗçлемелле, пурăнмалла»
    Пирӗн редакци хăни паян – Владислав Николаев çыравçă-журналист. Тӗрлӗ çулсенче вăл «Хыпар», «Çамрăксен хаçачӗ», «Молодежный курьер», «Хресчен сасси», «Спортивная Чувашия» хаçатсенче ӗçленӗ. «Тантăш» хаçатăн, «Самант», «Тетте» журналсен тӗп редакторӗнче вăй хунă. 2013 – 2017 çулсенче ачасем валли «Асамат&Шевле», «Панулми» журналсем тата «Салам» обществăпа политика хаçачӗ кăларса тăнă. 2018 çултанпа – Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн «Республика» хаçачӗн корреспонденчӗ.
    215
    0
    1
  • 6 декабря 2020 - 11:59
    Декабрӗн 13-мӗшӗччен «Сувара» йӳнӗрехпе çырăнтараççӗ
    «Сувар» хаçата çырăннисен хушшинче хальхинче те акци ирттеретпӗр – шăпа ярса парнесем вылянтаратпăр. Тӗп парне – смартфон.  Акцие хутшăнас тесен «Сувара» 2021 çулăн пӗрремӗш çур çулӗ валли (6 уйăха) çырăннă квитанцин копине редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине ярса памалла.
    153
    0
    0
  • 6 декабря 2020 - 11:41
    Алешкин Саплăк ялне телей кайăкӗ вӗçсе кӗнӗнех туйăнать халӗ
    Пӗрлехи вăйпа, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Петр Артемьев, депутатсем, предпринимательсем тăрăшуллă пулнипе ял кунран кун чиперленсе, аталанса пырать. Туса панă илеме упрама пӗлесчӗ, хамăр ачасем, мăнуксем валли те савăнмалăх, ыр курмалăх пуянлăх пултăрччӗ.
    407
    0
    2
  • 6 декабря 2020 - 11:28
    Савруковсемпе Абруковсем: айăпсăр шар курнă йăхран пилӗк профессор тухнă
    Савруковсем репресси йывăрлăхӗсене тӳссе нумай хура-шур курнă пулсан та нихăçан та хăйсен чысне çухатман, çӗршыва кирлӗ пилӗк профессор, пӗр наукăсен кандидачӗ, хисепе тивӗçлӗ ӗçчен çынсем ӳстернӗ. Репресси хăрушлăхӗ чӗрене çӗçӗ пек касса ыраттарать, ăна манма çук. Савруковсен виçӗ çемйине сăлтавсăр айăпласа асап кăтартнăран 1990 çулта Аксу райканашӗн анлă ларăвӗнче хамăрăн ырă ята тавăртăмăр.
    239
    8
    1
Реклама