Сувар

Новости за 13 декабря 2020

  • 13 декабря 2020 - 18:47
    Коррупцие ача-пăча сочиненийӗпе пӗтерме пулсан-и....
    «Хам ача чухне çырнă сочиненисене тупса вуларăм та тӗлӗнсех кайрăм. Чун-чӗрепе епле черчен те таса пулнă. Пурнăç çынна улăштарать çав... Шел пулин те. Эсир питӗ маттур. Ачаран коррупци обществăн тăшманӗ пулнине ăнланса ӳсетӗр. Çак туйăма нихăçан та ан çухатăр», – терӗ вăл ачасене саламласа. Власть çынна пăсать тенӗ евӗр пулчӗç ун сăмахӗсем.
    602
    0
    0
  • 13 декабря 2020 - 18:38
    Чăваш чӗлхи иккӗмӗш сортлă предмет мар!
    Ку конкурса пирӗн районти Алешкин Саплăк (ертӳçи М.Э.Халиуллов), Аслă Аксу (ертӳçи Ю.С.Мутин), Матак (ертӳçи М.И.Ермолаева), Хурăнвар Шăхаль (ертӳçи В.В.Волкова), Упи (ертӳçи С.В.Хованская) шкулӗсем хутшăнчӗç. Çак шкулсем олимпиадăсенче те, класс тулашӗнче иртекен  конкурссенче те малта пыни сисӗнетех. Шутласа пăхсан, районта нумай  шкул грант илме тивӗç, анчах та кама мӗнле пӳрнӗ çав. Хальхинче Аслă  Аксу шкулне ăнчӗ. Конкурс комиссийӗ чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗн ӗçне кăна мар, шкул директорӗн Ю.С.Мутинăн,  директорăн вӗренӳ тата воспитани енӗпе ӗçлекен çумӗсен А.В.Даниловăпа Н.В.Ларионован, пуçламăш классене вӗрентекен С.В.Мерчинан, музей ӗçне ертсе пыракан В.Д.Милляковăн тата ăна пулăшакан И.В.Мишкинан ӗçӗсене шута илсе пӗтӗмлетӳ тунă. «Пӗрлӗхре  вăй», – тесе ахальтен каламан ӗнтӗ ваттисем.
    539
    0
    0
Реклама