Сувар

Новости за 2 января 2021

  • 2 января 2021 - 19:13
    Сунарăн та вăхăчӗ пур
    Сунарçăсене пӗлсе тăма
    296
    0
    2
  • 2 января 2021 - 18:49
    Малашне физкультура урокӗсенче футболла выляма вӗрентеççӗ
    Кăçалтан Раççейри шкулсенче футболла выляма вӗрентме пуçлаççӗ. Физкультура урокӗнче футбол вăртьтăнлăхӗсене алла илессипе çыхăннă ӗç программине пӗлтӗрхи декабрӗн 24-мӗшӗнче Раççей Футбол союзӗпе РФ Çутӗç министерстви пӗрле ӗçлесе йышăннă. 2021 çулта шкулсенче футбола аталантарас стратегин пӗтӗм элементне комплекслă майпа пурнăçа кӗртес пилотлă регионсен шутне Чулхула тата Свердловск облаçӗсемпе пӗрле Тутарстан Республики те кӗнӗ.
    240
    0
    0
  • 2 января 2021 - 13:18
    Лидия Филиппова: «Паянхи саманара ырă та усалпа таврăнма пултарать...»
    Лидия Филиппова – Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ, çыравçă-журналист, филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ, доцент. Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Ылханлă хура çӗмӗрт» (2012) тата «Заколдованная черёмуха» (2019) кăларăмӗсем кун çути курнă. Сăввисем «Чувашия родная. Çӗршывăмçăм, Чăваш çӗршывӗ» коллективлă сборникра та пичетленнӗ.
    286
    0
    1
  • 2 января 2021 - 13:12
    «Дакар – 2021» пуçланать. Дмитрий Никитин «Сувар» вулаканӗсене Сауд Аравийӗнчен салам ячӗ!
    Çырчалли чăвашӗ, 501-мӗш экипажăн штурманӗ Дмитрий Никитин «Сувар» вулаканӗсене Сауд Аравийӗнчен Çӗнӗ çул ячӗпе пысăк салам ячӗ. «Пурне те Çӗнӗ 2021 çул ячӗпе саламлатăп! Çирӗп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп. Эпир пӗтӗм тӗрӗслев витӗр тухрăмăр, старта тухма хатӗр!» – терӗ Дмитрий Николаевич.
    275
    0
    1
  • 2 января 2021 - 12:02
    Çыравçăсен союзӗн пухăвӗнче тахçан курман ентешсемпе тӗл пултăмăр
    Шутласан, хăçан çапла пӗрле сăн ӳкерттерӗпӗр тепре? Малашне те пӗрле пухăнасчӗ-ха... Анчах темшӗн аса килсех кайрӗ – пӗррехинче Валери Туктарпа иксӗмӗр тăван ене çитсе тӗл пултăмăр та хамăрăн аслă, ячӗсем кӗрлесе тăракан сăвăçсемпе пӗрле пухăнса савăнас терӗмӗр, хамăр машинăсемпе пурне те Григорий Игнатьевич Тяманов (Акташ) килӗнче пӗрле пухрăмăр.  Меречентен Петр Михайлович Гаврилова, Кивӗ Тимушкелӗнчен Михаил Гаврилович Мулеева лартса кайрăмăр. Тямановпа Гаврилов питӗ савăнчӗç – 10 çул ытла пӗр-пӗрне курман иккен вӗсем, пӗр районта пурăнсан та, Аксури «Ял пурнăçӗ» хаçатпа çыхăну тытса çеç пӗр-пӗрне хавхалантарнă. Çапла Акташ, Меречен, Кайнуш Мишши, Туктар тата эпӗ пӗрле тăрса ӳкерӗнни ӗмӗрлӗхех юлчӗ. Пирӗн аслă юлташăмăрсем, пирӗн вӗрентекенӗмӗрсем тата çывăхран çывăх юлташăмăр Мулеев пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗç. Пӗрле тăрса çапăннă сăнӳкерчӗк çавăн чухнехи илемлӗ кунсене аса илтерет. Кунсем-çӗрсем темле килеççӗ, пӗлместӗн те, çавăнпа та епле лару-тăру пулсан та, хальхи шухăшăмпа сывлăх пур чухне юлташсемпе тăтăшах тӗл пулса савăнасчӗ-ха.  
    326
    0
    1
Реклама