News by date 19 March 2021
-
Уроксенче чӑваш культурипе паллаштаракан шкулта икӗ хутчен мина шыранӑ
Хусанта ҫак эрнере ӗнтӗ иккӗмӗш хут 177-мӗш лицей вӗренекенӗсене эвакуацилеҫҫӗ
-
Фарид Мухаметшин Раҫҫей тата Тутарстан патшалӑх наградисемпе ӗҫре палӑрнисене чысланӑ
Наградӑсене тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакан 51 ҫын тата ӗҫ ветеранӗ тивӗҫнӗ
-
Хусанта фехтованипе Тӗнче кубокӗ пуҫланнӑ
Ку коронавирус вӑхӑтӗнче Тутарстанра иртекен Халӑхсем хушшинчи пӗрремӗш ӑмӑрту. Хусанта 50 ытла ҫӗршывран 445 спортсмен килнӗ
-
Тӑхӑрьял ырӑ ҫыннисене ҫухатать
Эрне каялла кӑна "Сувар" хаҫатра нумай ҫул ӗҫленӗ Элшел чӑвашӗн Вениамин Енуркинӑн куҫӗ ӗмӗрлӗхех хупӑнни ҫинчен пӗлтӗмӗр, паян тепӗр хурлӑхлӑ хыпар кӑмӑла хуҫрӗ
-
Виктория Егорова – «СУВАР ПИКИ» пулса тӑчӗ
Паян, март уйăхӗн 19-мӗшӗнче, «Сувар» хаçат «Тутарстан чăваш пики» конкурс дирекцийӗпе пӗрле «Сувар пики» онлайн-конкурса пӗтӗмлетрӗмӗр. Çак ята Чистай районӗнчи Антат Кăтрата пики Виктория Егорова тивӗçрӗ
-
Эсӗ пирӗншӗн ылтăнран та хаклă
Элмет районӗнчи Клемтел ялӗнче пурăнакан юратнăран та юратнă çыннăмăр Луиза Васильевна ОСИПОВА март уйăхӗн 25- мӗшӗнче 80 çул тултарать
-
Вăрăм ӗмӗр сунатпăр сана!!!
Аксу районӗнчи Çӗньялта пурăнакан хаклă çыннăмăр, хастар та ӗçчен чăваш каччи, нумай çул каялла «Звено» колхоз председателӗ, газовик пулса ӗçленӗскер, Константин Яковлевич ЕФРЕМОВ мартăн 19-мӗшӗнче 60 çул тултарчӗ
-
Ҫырчаллинчи инфекци больницине юсаҫҫӗ
Автохулари инфекци больницин Б блокне юсама тытӑнни ҫинчен депутатсене Ҫырчаллинчи Сывлӑх сыхлав управленийӗн начальникӗ Александр Николаев хула Канашӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.