Новости за 2 июля 2021
-
2 июля 2021 - 15:30Барсен фестивалӗ те пулатьИюлӗн 1-мӗшӗнчен Хусан «Гастрономи тӗп хули» шутланать. Хăйӗн тутлă апат-çимӗçӗпе çӗнсе илнӗ ята июлӗн 1-3-мӗшӗнче иртекен Baroof Street Бар культурин Халăхсен хушшинчи I фестивалӗ тӗрлӗ ӗçмепе тата ытларах çирӗплетӗ.
-
2 июля 2021 - 12:30Качака усракансене те субсиди парăнатьЗаявка памалли йӗркепе, мӗнле-мӗнле документсем кирли пирки информаципе ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин сайтӗнче паллашма пулать.
-
2 июля 2021 - 12:26Арск, Мӗслӗм, Теччӗпе Пăва районӗсенче вӗлле хурчӗсем химикатсене пула вилнӗ тӗслӗхсем палăрнăШăрăх тăракан кунсем çӗр ӗçченӗсемпе утарçăсемшӗн çав тери кăткăс вăхăт. Кун пек çанталăкра хурт-кăпшанкă ӗрчет, çумкурăк хăвăрт ӳсет. Апла-тăк, хуçалăхсен ирӗксӗрех хирсене пестицидсем сапма тивет. 1 тата 2-мӗш класс хăрушлăхри препаратпа усă курни вара вӗлле хурчӗсемшӗн вилӗм. Çакна пăхмасăр хăш-пӗр хуçалăхсем шута илесшӗн мар-мӗн, вырăн-вырăнпа дозăна виçӗ хут ӳстерекенсем те пур.
-
2 июля 2021 - 12:22Юратнă поэт, прозаикСветлана Асаматăн «Çăка çеçки çурăлсан» ятлă кӗнеки çав тери килӗшет. Унти хайлавсем пурнăçăн актуаллă ыйтăвӗсене хускатаççӗ. Çав хушăрах авалтан килекен халăхăн ăслăлăхне, кăмăл-сипет йăлисене палăртаççӗ. Вуласа пынă май кашниех хăйне валли ырă сӗнӳ-канаш тупма пултарӗ.
-
2 июля 2021 - 11:4238 РАЙОНТА ÇӖР НӲРӖКӖ ПӖТНӖГидрометеорологи управленийӗ пӗлтернӗ тăрăх, лару-тăру республикăра чăнах та çăмăл мар. Хальхи вăхăтра 38 районта пулас тухăçшăн хăрушă типӗ çил, тăпрари нӳрӗк юлманнине палăртнă. Çавăнпа ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ М.Зяббаров хирӗсене страхланă хуçалăхсене сиене вăхăтра шута илмешкӗн страхлакан компанисене каймаллине аса илтернӗ.
-
2 июля 2021 - 08:37Вакцинӑн хӑвачӗ пур-хаХӑш-пӗр хыпар хатӗрӗсенче коронавирусӑн ҫӗнӗ инди штамӗпе тӗлпулнӑ хыҫҫӑн «Спутник V» вакцинӑн эффективлӑхӗ чакни пирки ҫырнӑ. Анчах та Н.Ф.Гамалея ячӗллӗ центр директорӗн наука енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн Денис Логуновӑн сӑмахӗсемпе, ку информаци тӗрӗслӗхпе тӳрӗ килмест
-
2 июля 2021 - 08:04Нурлатри Уяв июлӗн 3-мӗшӗнче пулатьТепӗр эрне вӗҫӗнче, июлӗн 10-мӗшӗнче нурлатсем Аксури Уява хутшӑнма хатӗрленеҫҫ