Новости за 5 июля 2021
-
5 июля 2021 - 22:45Харпӑр хуҫалӑхсенче выльӑх усракансен патшалӑх субсидине илме май пурХальхи вӑхӑтра Тутарстанра 468,3 пин ЛПХ ӗҫлет. Харпӑр хуҫалӑхсемпе хресченпе фермер хуҫалӑхӗсем республикӑри аграри комплексӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗн ҫурринчен ытларахӑшне туса илеҫҫӗ. Пӗлтӗр республика фермерӗсем 131 млрд тенкӗлӗх продукци туса кӑларнӑ.
-
5 июля 2021 - 15:25Mускав тӑвӑлӗ Оренбург облаҫӗнчи чӑваш ялне ҫитнӗХӑрушӑ ҫил-тӑвӑл ял витӗр иртсе 15 минут хушшинче питӗ пысӑк сиен кӳрсе хӑварнӑ унта пурӑнакан чӑвашсене. Нумай пӳртӗн ҫивиттине ҫӗмӗрнӗ, хӑшне-пӗрне аякках вӗрсе ывӑтнӑ. Хӳмесем, кӗлетсем, гаражсем ҫинчен каламалли те ҫук.
-
5 июля 2021 - 12:24Элшелӗнче икӗ скважинӑна тасатма тытӑннӑУйрӑм ялсенче дисциплина ҫукки тӗрлӗрен йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитерет. Район администрацийӗ мӗн пур скважинӑсене обслуживани тӑвакан организацине парас тӗлӗшӗпе ӗҫлет. Шыв пултӑр тесен, ҫакна тумаллах. Йӗрке пултӑр тесен, ӑна хамӑртан пуҫламалла. Пирӗнсӗр пуҫне ҫакна никам та тумасть.
-
5 июля 2021 - 09:39Ҫителӗклӗ ҫын прививка тумасӑр, чир чакмастьХальхи вӑхӑтра район-хуласенчи предприятисенче массӑллӑ вакцинаци пырать. "Сувар" хаҫат редакцийӗнче ӗҫлекенсем ҫурри прививка тутарнӑ
-
5 июля 2021 - 08:32Нурлатсем илемлӗ кӑтартма пӗлеҫҫӗСӑмах калакансем нумай ҫынна тӗрлӗ организацин хисеп хучӗсене парса чысларӗҫ, ҫав шутра "Сувар" хаҫата ҫырӑнтарассипе мала тухнӑ почта ӗҫсенӗсене те.