Новости за 17 сентября 2021
-
17 сентября 2021 - 15:57«Капкăн» журнал уçăласси курăнмасть, пирӗн анекдотсене вулăр– Нихăçан та хитре хӗре качча ан ил, – вӗрентет çитӗнсе çитнӗ ывăлне Чăнкă Мирун. – Вăл сана урăххипе улталама та, пăрахса хăварма та пултарать. – Хитре марри çапла тумӗ тетӗн-им? – Э-э, вăл тухса кайсан та шел мар...
-
17 сентября 2021 - 15:30ТЕЧЧӖСЕМ ÇӖНӖ ТУХĂÇА ЧӲКЛЕРӖÇСентябрӗн 11-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушки çулленхи Чӳклеме уявне паллă турӗ. Шучӗпе кăçалхи 4-мӗш пулчӗ. Те чăвашсен кӗлли çитнипе, те агротехника меслечӗсем лайăхланнипе Теччӗ районӗ тухăç илессипе виççӗмӗш çул ӗнтӗ республикăра малти вырăнта. Кăçалхи типӗ çулта та пӗр гектара тивекен вăтам тухăç кунта 22,2 центнерпа танлашнă.
-
17 сентября 2021 - 11:19Иртнӗ канмалли кунсенче Самарта «Халăхсен туслăхӗн паркӗ» уçăлнăУнта 20 халăхăн кил-çурт хуçалăхне вырнаçтарнă. Нимӗçсен, белоруссен, дагестанецсен, украинсен, еврейсен, казахсен, таджиксен, вырăссен, чăвашсен, тутарсен, осетинсен, эрменсен, пушкăртсен, грузинсен,чеченсен, узбексен, финпа угор халăхӗсен, азербайджансен, туркменсен çурчӗсем 12 гектарлă урамра ӳссе ларнă
-
17 сентября 2021 - 11:02Тутарстанра иккӗмӗш эрне бензин йӳнелетВăл çуршар тенке ӳссе пыни çинчен ун пек хавхаланса çырмарӗç хыпар хатӗрӗсем, 3-4 пуса чакнине вара савăнсах пичетлеççӗ
-
17 сентября 2021 - 10:09Паянтан Тутарстанра 2800 ытла суйлав участокӗ ӗçлетЫттисемпе пӗрле роддомсенче, больницасенче, санаторисемпе следстви изоляторӗсенче уçăлнă вăхăтлăх суйлав участокӗсем те ӗçлеççӗ. Вăхăтлăх участоксем çавăн пекех Халăхсем хушшинчи «Казань» аэропортра, «Казань-1» чукун çул вокзалӗнче уçăлнă.