Сувар

Новости за 22 сентября 2021

  • 22 сентября 2021 - 16:47
    Таса, типӗ, шӗлепкесӗр: Ҫырчаллинче йӗкел пуҫтараҫҫӗ
    "Халӑх пуҫарӑвӗ"экологи юхӑмӗн председателӗ Роман Ваганов ҫакӑн ҫинчен журналистсене каласа панӑ
    296
    0
    0
  • 22 сентября 2021 - 15:25
    Чăваш патшалăх драма театрӗ Хусана Яков Ухсайăн «Шуйтан чури» пьеси тăрăх лартнă трагедилле драмăпа килчӗ.
    Сентябрӗн 21-мӗшӗнче Г. Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи драма театрӗнче ТР Халăхсен ассамблейин пуçарăвӗпе наци театрӗсен сезонӗ хӳттинче чăвашла спектакль пулчӗ. К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх драма театрӗ Хусана Яков Ухсайăн «Шуйтан чури» пьеси тăрăх лартнă трагедилле постановкăпа паллашрӗç хусансем çак кун.Яков Ухсайăн «Шуйтан чури» пьесăн тӗп шухăшӗ – укçана пула этем çынлăхран тухни. Ылтăн-кӗмӗле пула чун-чӗрипе хытни. Унран та ытларах – ăна шуйттана сутни. Ун серепине лекнӗ çын ырăпа-усала  уйăрма пăрахать, тăван та ют пулать, юрату та çухалать ун чӗринче. Тӗрӗссипе, çак тема этемлӗх историйӗшӗн хуть хăçан та актуаллă, вăл кивелмест.
    321
    0
    0
  • 22 сентября 2021 - 14:32
    Кам-тăр тӗлӗнме пăрахнă, кам-тăр халӗ те тӗлӗнет
    Тепӗр енчен, эпир хусансем сасăланă хыççăн панă «Я проголосовал» браслетпа троллейбус-трамвайра виçӗ кун тӳлевсӗр çӳрерӗмӗр. 
    220
    0
    0
  • 22 сентября 2021 - 11:05
    Праски Витти сакăрвунă пиллӗкре
    Çак çыннăн пултарулăхӗ çинчен нумай калас килмест, этнофутурист пултарулăхне курсан, кашни çын хăйӗн хакне парать – мӗнле пур, çавăн пек – Праски Витти
    304
    0
    0
Реклама