Сувар

Новости за 17 октября 2021

  • 17 октября 2021 - 11:08
    Турă çырнине Çурçӗр Кавказра тӗл пулнă
    Чи малтан Тюмень пики куç хывнă чăваш каччи çине. Альберт Кольцов курортра та ирсерен чупма çӳренӗ. Çирӗп хул-çурăмлă чипер йӗкӗт питӗ килӗшнӗ куран çамрăк преподавателе – пӗррехинче сăмах хускатнă вăл каччăпа. Иккӗшӗ икӗ ушкăнра каннă, çавна кура пурӗ те виçӗ хут кăна тӗл пулайнă вӗсем. Анчах виçӗ тӗлпулу та пӗр-пӗрне чунтан юратнине ăнланма çителӗклӗ пулнă. Канса таврăнсан уйăх çурăран Альберт Кольцов Тюмене савнийӗ патне кайнă та тепӗр кунах çамрăксем хут уйăрттарнă.
    237
    0
    1
  • 17 октября 2021 - 10:54
    Уяв ячӗпе сана, атте!
    Çын шăпи ку е вăл йӗрпе каясси ялан тенӗ пекех унпа юнашар пурăнакан çынсен витӗмӗнчен килет. Ман ӗмӗрӗмре çакăн пек палăрмалла витӗм кӳрекен çынсенчен пӗри – атте, Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнакан Геннадий Николаевич Селиванов.   Атте кăçал 75 çул тултарчӗ. Унăн ӳсӗмӗнчи ытти нумай çыннăнни пекех пурнăçӗ çăмăлах пулман, вăрçă хыççăнхи выçăллă-тутăллă ачалăх, кунне-çӗрне пӗлмесӗр ӗçлесе ирттернӗ çамрăклăхпа вăйпитти чухнехи çулсем, малашне ырă пурнăç пуласса шанни, иртнӗ ӗмӗр вӗçӗнче çӗршыври пурнăç кӗтмен çӗртен пачах тепӗр майлă çаврăнса кайни…  
    218
    0
    1
  • 17 октября 2021 - 10:17
    Паян – Атте кунӗ!
    Паян – атте кунӗ. Вăл çӗнӗ праçниксенчен пӗри. Кăçал Раççейре  Атте кунӗ официаллă статус илчӗ: октябрӗн 4-мӗшӗнче Раççей Президенчӗ В.В.Путин çулсерен октябрӗн виççӗмӗш вырсарникунӗнче Атте кунне паллă тумалли пирки калакан Указ çине алă пусрӗ.
    179
    0
    0
Реклама