News by date 28 December 2021
-
Хусанкай вулавӗсене шупашкарсем инçетрен тата тӳлевлӗ майпа ирттереççӗ
Йӗрелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль дистанци мелӗпе иртет. Унта вӗрентекенсем тата тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Видеоматериалсене заявкӑпа пӗрле кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: https://forms.gle/qisaVTN4DHTRYp6s6.
-
Автобус водителӗ айăпӗпе авари пулса иртнӗ
Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкартан Хусана ҫӳрекен маршрутка аварие лекнӗ тесе пӗлтерет «Чăваш халăх сайчӗ» https://chuvash.org/news/30630.html
-
Кăркăс хӗрӗ «Туслăх пики» пулса тăнă
Ĕпхӳ хулинче халăхсен илемĕпе пултарулăхĕн «Туслăх мисĕ -2021» республика конкурсĕ вĕçленнĕ. Ĕмĕтленнĕ титула кăркăс халăх представителĕ Нурайым Бактыбекова çĕнсе илнĕ, тесе пӗлтерет Пушкăртстанри «Урал сасси» хаçат. Кашкăр – кăркăс чӗлхинче те кашкăр, ку халăх пире çывăх.
-
Çак идея тӗрӗс, анчах пурнăçа кӗресси иккӗленӳллӗ
Çӗнӗ çулхи уявсене пăрахăçласа çак кунсене отпусксем çумне хушма сӗннӗ ЛДПР лидерӗ Владимир Жириновский
-
Хура чӳречеллӗ машинасем валли çул – штрафстоянкăна кăна
Хусанти Патшалăх автоинспекцийӗ машинин малти чӳречисене хуп-хура тонировка çыпăçтаракансене тытса чарассипе час-часах мероприятисем ирттерет.