Новости за 20 января 2022
-
20 января 2022 - 20:22Раççей федерализмӗн ашшӗн çулӗРеспублика ертӳлӗхӗнче Шаймиевăн ӗç карьерине Тутар обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ Фикрят Табеев çул уçнă. Вăл хаяр кăмăллă пулнă. Çирӗп ыйтаканскер. Табеев каласа панă тăрăх, вăл Мензелинскри «Сельхозтехникăн» çамрăк та пуçаруллă инженерне тахçанах сăнанă.
-
20 января 2022 - 19:51Владимир Путин Минтимер Шаймиева 85 çул тултарнă ятпа саламланăПаян Хусанта Раççей Федерацийӗн Президенчӗн Администрацийӗн ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Сергей Кириенко Тутарстан Республикин Патшалăх канашçи ячӗпе янă çырăва вуласа панă
-
20 января 2022 - 16:26Инкеклӗ лару-тăру хыççăнхи тӳлевсем валли пӗлтӗр Тутарстанра 131 миллион тенкӗ уйăрнăИртнӗ çул Тутарстанра çичӗ чрезвычайлă лару-тăру пулса иртнӗ, вӗсенче 65 çын аманнă, 27 çын вилнӗ. Темиçе пулăм çӗршывӗпех кӗрлерӗç.
-
20 января 2022 - 16:15АО «Транснефть – Прикамье» в 2021 г. реконструировало более 50 км линейной части магистральных трубопроводовАО «Транснефть – Прикамье» подвело итоги реализации программ технического перевооружения, реконструкции и капитального ремонта производственных объектов в 2021 году. Выполненные работы позволят обеспечить промышленную, экологическую безопасность и эксплуатационную надёжность производственной инфраструктуры.
-
20 января 2022 - 10:12Минтимер Шаймиевпа тӗл пулнă интереслӗ самантсемМинтимер Шариповичăн кун-çулӗ республикăн шăпипе пӗр çыхăмра. 1991 çулхи июнӗн 12-мӗшӗнчен пуçласа 2010 çулхи январӗн 22-мӗшӗччен Президент должноçӗнче вăл Тутарстанăн пур енлӗ аталанăвӗшӗн ырми-канми ӗçлерӗ. Тутарстан чăвашӗсемшӗн те Минтимер Шаймиев чылай ырă ӗç турӗ. «Сувар» хаçата та вăл хушнипех 1993 çулта Министрсен Кабинечӗ кăларма йышăнса учредитель пулса тăчӗ. Журналист пулнă май, мана та Минтимер Шаймиевпа темиçе хутчен çывăххăн калаçма тӳр килнӗ. Министрсен Кабинечӗн аккредитациленнӗ корреспонденчӗ пулнă май, республика ертӳçипе иртекен мероприятисене тăтăш çӳреме тиветчӗ. Пӗррехинче темле майпа çур çула аккредитацисӗр тăрса юлтăм. Çак хушăра, паллах, официаллă мероприятисене çӳреймен. Çӗнӗрен Президент пулне кӗнӗ хыççăнхи пӗрремӗш мероприяти халӗ те асра.
-
20 января 2022 - 08:26Тутарстан «омикрон» штамма кӗтсе илме хатӗрРеспубликăри сывлăх сыхлав системи коронавирусăн çӗнӗ омикрон-штаммне кӗтме илме хатӗр. Регионра кирлӗ чухлӗ койкăсен, оборуованин, медикаментсен саппасӗ пур. Çакăн çинчен журналистсене ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова пӗлтернӗ.
-
20 января 2022 - 07:56Рустам Минниханов Минтимер Шаймиева 85 тултарнă ятпа саламланă«Эсир Тутарстан Республикин патшалăхлăх моделӗн архитекторӗсенчен пӗри пулса тăнă май, çӗнӗ Раççей патшалăхлăхӗ пултăр, унăн федерализм никӗсӗсем çирӗпленччӗр, демократийӗ аталантăр тесе нумай турăр.
-
20 января 2022 - 07:35Минтимер Шаймиева 85 çулхи юбилейпе чун-чӗререн саламлатпăр!Кăрлачăн 20-мӗшӗнче Тутарстанăн пӗрремӗш Президенчӗ, ТР Патшалăх канашçи Минтимер Шаймиев 85 çул тултарчӗ. Минтимер Шариповича 85 çуллăх юбилейпе пӗтӗм чăвашсенчен ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр, телей сунас килет. Канлӗ ватлăх тесе хушас килет те, анчах ӗçсӗр ларайманскере апла каласан пырать-ши? Çавăнпа ăна мӗн шутланине пурнăçлама вăй-хал, çирӗп сывлăх тата çемьепе çывăх çынсен чун ăшшине сунатпăр.