Новости за 26 января 2022
-
26 января 2022 - 18:25Ҫырчаллинче ҫенӗ Уйрӑлу ҫурчӗ тӑвасшӑнАвтохулари моргран инҫе мар Уйрӑлу ҫуртне тума палӑртнӑ, унӑн хакӗ 80 млн тенке кайса ларма пултарать. Ҫакӑн ҫинчен Ҫырчалли мэрӗ Наиль Магдеев пӗлтернӗ
-
26 января 2022 - 18:12РФ Цифра министерстви Тутарстанри пӗчӗк ялсене интернетпа ҫыхӑнтарма хушма укҫа уйӑратьТутарстанри кил-ҫурт хуҫалӑхӗсене интернетпа ҫыхӑнма субсидисем пама тытӑнаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ ТР Цифра министерствин коллегийӗнче федераллӑ ведомство ертӳҫи Максут Шадаев
-
26 января 2022 - 11:11Праски Витти: «Ӗçлемелле, çулсене пăхмасăрах!»Ку эрне вӗçӗччен Хусанти Хальхи искусствăсен «БИЗОN» галлереинче Атăл тăрăхӗнчи художниксен анлă куравӗ уçăлнă. Вăл «М7 тата çӗнӗ кочевниксем» ятлă.
-
26 января 2022 - 10:38Тутарстанра çӗнӗ чукун çул линийӗсене тума палăртаççӗКуйбышев чукун çулӗпе пӗрле пурте усă курмалли çӗнӗ чукун çул линийӗсем тăвассине палăртаççӗ. Вӗсем «Алабуга», Бегишево, Элмет патне çити пулӗç.
-
26 января 2022 - 10:31Юлашки виçӗ çулта Тутарстанра экологине упрас ӗçсене тума 9,6 миллиард тенкӗ уйăрнă2022-2024 çулсене тата 64 мероприяти палăртнă. Чылай проектпа федераллă программăсене кӗрес тесе документсем хатӗрлеççӗ
-
26 января 2022 - 08:19Тутарстанра «Çулталăк студентне» палăртнăКу вăл КНИТУ-ри Рахматджон Халилов. Кăçал республика премийӗн «Гран-при» номинацийӗнче çӗнтернӗ виçӗ лауреат та «Алгарыш» программăпа тӗнчери кирек хăш вузра та вӗренме пултарать.