Сувар

Новости за 6 февраля 2022

  • 6 февраля 2022 - 11:35
    Вӗрентӳ цифровизаципе пуринчен малтан туслашнă
    Тутарстан 2009 çулта «Электронлă вӗрентӳ» платформине йӗркелесе Раççейре пилотлă регион пулса тăчӗ. Питӗ меллӗ платформа. Унта республикăри кашни вӗрентӳ учрежденийӗн – ача садӗнчен пуçласа лицей-гимнази таранччен – хăйӗн порталӗ  пур. Шкулпа е ача сачӗпе пӗр-пӗр информаци кирлӗ-тӗк тӳрех унта кӗрсе пăхатпăр. Шкул историйӗнчен пуçласа вӗренекенӗн харпăр дневникӗ таранччен кирлӗ информаци пур. Унтан «Я школьник» платформа хута кайрӗ тата ытти те. Кăçал Тутарстанра Цифровизаци çулталăкӗ пулнă май çӗнӗлӗхсем кӗресси куçкӗрет. Вӗсемпе «Татар-информ» Информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире ТР вӗрентӳпе наука  министрӗ Ильсур Хадиуллин паллаштарчӗ.
    335
    0
    0
  • 6 февраля 2022 - 09:19
    Беловкăри пуçламăш шкул вӗрентекенӗ Елена Кожеманова: «Шкула пӗр кун каймасан та кичем. Шкул, ачасем – манăн пурнăç»
    Пуçламăш классен вӗрентекенӗ – чи интереслӗ, хисеплӗ профессисенчен пӗри. Вăл мӗнпурне пӗлет: ачана шăппăн итлесе пӗтерме, илемлӗн калаçма, ӳкерме, ташлама-юрлама, çӗлеме, шӳтлеме... Пуринчен ытла вара вăл ачасене юратни, ăнланма пӗлни паха. Чи пӗлтерӗшли – унпа вӗренекенсене интереслӗ, ăшă, ырă пулни, хăйне – ачасемпе. Шăп çак çепӗç туйăмпа юрату 30 çул хушши Беловкăри пуçламăш классен учителӗн Елена Кожемановăн ӗçӗ-хӗлӗн тӗп палли пулса тăраççӗ.
    330
    0
    0
  • 6 февраля 2022 - 08:14
    Çӗпрел районӗнчи патриотизм уйăхлăхне Çӗнӗ Йӗлмелӗнче уçрӗç
    Январь уйăхӗн виççӗмӗш декадин пуçламăшӗнче Çӗпрел районӗ районти патриотизм уйăхлăхне Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче чаплă  линейкăпа уçрӗ. Мероприятин «Есть такая профессия – Родину защищать» темине пӗр ахаль суйламан. Патриотизм уйăхлăхӗ январӗн 23-мӗшӗнчен пуçласа февралӗн 23-мӗшӗччен пӗтӗм Раççейӗпех пырать. Унăн тӗллевӗ – патриотизм ӗçне вăйлатасси.
    277
    0
    0
Реклама