Новости за 17 февраля 2022
-
17 февраля 2022 - 16:13Нарăс уйăхӗн 17-мӗшӗнче Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем умӗнче Министрсен Кабинечӗн ӗçӗ-хӗлӗ пирки отчет тунă.Пуçлăх иртнĕ ҫулта Правительство, депутатсем, граждан обществин институчĕсем тата Чăваш Республикинче ĕҫлекен предприятисемпе пĕрле туса ирттернĕ ĕҫсем пирки калаҫнă, ҫитĕнӳсене палăртса хăварнă, ҫитменлĕхсене малалла мĕнле тӳрлетессине те сӳтсе явнă.
-
17 февраля 2022 - 14:51Хусанта ирӗк илмесӗр лартнă 30 киоска демонтаж кӗтетХусан мэрне Камиль Исхаков ларнăранпа шӗкӗр хула саккунсăр вырнаçтарнă киосксемпе кӗрешет. Пӗчӗк бизнесран хырçă илес текенсем кăна нумай, хӳтӗлекенсем, шел пулин те, сахал.
-
17 февраля 2022 - 14:14Хусан Федераллă Университетăн профессорӗ юр циклонӗ çывхарни çинчен пӗлтернӗЧеретлӗ циклон Тутарстанăн шӗкӗр хули патне çывхарать, вăл ку эрне вӗçӗнче юр çутарӗ. Çакăн çинчен ХФУ профессорӗ Юрий Переведенцев хыпарланă
-
17 февраля 2022 - 14:00Çу уйăхӗнче Хусантан Анапăна, Геленджика тата Симферополе авиарейссем уçăлаççӗАнапăпа Геленджика пирӗн çӗршывра туса кăларнă 100 креслоллă вӗр-çӗнӗ SSJ100 самолетсем вӗçӗç, Симферополе – 220 вырăнлă Айрбас-321 самолетсем
-
17 февраля 2022 - 11:42«ШУРĂМПУÇ» ЖУРНАЛА «СУВАР» РЕДАКЦИНЕ КИЛСЕ ИЛМЕ ПУЛАТЬ«Шурăмпуç» журнал 1919 çулта Хусанта тухма пуçланă. Икӗ çул тухса тăнă вăл. 2021 çулта хупăннă. 1995 çулта «Сувар» хаçатăн ун чухнехи тӗп редакторӗ Н.М.Сорокин тăрăшнипе «Шурăмпуçа» тепӗр хут кăларма пуçланă. 74 çул тухмасăр тăнă литература кăларăмне суварçăсем Шупашкарти çыравçăсем пулăшнипе кун çути кăтартнах. Кашни çул кăлараймасан та, темиçе çулта пӗрре те пулин тухсах тăрать журнал. Шел, кашни çул кăларма çук ăна – укçа-тенкӗ тăкакӗ пысăк. Халиччен журнала кăларма ТР ЧНКА Канашӗ темиçе хутчен те пулăшрӗ.
-
17 февраля 2022 - 11:22Глава Селтинского района Удмуртской Республики поблагодарил ПАО «Транснефть» за помощь объекту здравоохраненияГлава муниципального образования «Муниципальный округ Селтинский район Удмуртской Республики» Василий Протопопов выразил благодарность ПАО «Транснефть» за содействие в обновлении инфраструктуры фельдшерско-акушерского пункта