Новости за 7 апреля 2022
-
7 апреля 2022 - 17:50Геннадий Дегтярев вăтăр çул хушши пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнă темелле çак сăмахсене«ЧĂВАШ ЧӖЛХИН ТЕМАТИКĂЛЛА ДИАЛЕКТОЛОГИ СЛОВАРӖ: ЧӖРЧУНПА ӲСЕН-ТĂРАН ЯЧӖСЕМ»
-
7 апреля 2022 - 15:59Тутарстансем Крыма гуманитари пулăшăвӗн çӗнӗ партине илсе çитернӗДНР-па ЛНР-та пурăнакан çынсем валли ТР Премьер-министрӗн çумӗ – Тутарстан Республикин Раççей Федерацийӗнчи полномочиллӗ представителӗ Равиль Ахметшин ертсе пыракан делегаци черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ илсе çитернӗ.
-
7 апреля 2022 - 11:47Çӗнӗ машинасене сутасси Раççейре 63 процента чакнăЕвропăри бизнес ассоциацийӗн хыпарӗ тăрăх, март уйăхӗнче Раççей рынокӗнче çӗнӗ автомобильсене, 2021 çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан, 63% сахалтарах сутнă. Пӗрерӗн шутласан ку пурӗ 55 129 машина.
-
7 апреля 2022 - 11:34Çурхи шывсем Пăва районӗнчи икӗ кӗпер çийнчен юхаççӗСӗве сарăлнине пула ун урлă выртакан икӗ аял кӗпер шыв айне пулнă. Ку вăл Хăят тата Черки-Кильдурас ялӗсем патӗнче тесе пӗлтерет Раççей МЧС-ӗн Тутарстан Республикинчи Управленийӗн пресс-служби.
-
7 апреля 2022 - 10:22Ӗнер Владимир Жириновскийӗн чӗри тапма чарăннăÇакăн çинчен РФ Патшалăх Думин ларăвне чарса унăн спикерӗ Вячеслав Володин пӗлтернӗ. ЛДПР партине ертсе пыракан политик 75 çулта пулнă. Вăл коронавируса пула вилнӗ.
-
7 апреля 2022 - 09:03Эльмира Зарипова ӗç рынокӗнчи лару-тăрупа паллаштарма тӳрӗ эфира тухатьТӳрӗ эфир #ТАТАРСТАНОНЛАЙН программăра апрелӗн 8-мӗшӗнче 14:00 сехетре пулса иртет. Ăна интернетра ак çак ссылкăсемпе кӗрсе курма пулать: https://vk.com/video-85877975_456242799 [1] https://ok.ru/live/4569495641782 [2] https://youtu.be/M2IuzmqvgjQ [3]