News by date 4 May 2022
-
Синоптиксем тутарстансене кӗҫнерникун вӑйлӑ ҫил пуласси ҫинчен пӗлтернӗ
Пӗлӗтлӗ, вӑхӑт-вӑхӑт уяр ҫанталӑк пулӗ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе йӗпе юрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать
-
Хула ҫыннисемпе хӑнасене Хусан Кремлӗнче "Ҫӗнтерӳ Вальсне" ташлама чӗнеҫҫӗ
Майӑн 5-мӗшӗнче 10 сехетре Хусанти Кремльти Кул-Шариф мечеть патӗнчи лаптӑкра"Ҫӗнтерӳ Вальсӗ" ятлӑ массӑллӑ флешмоб пуҫланать, ун хыҫҫӑн, 11 сехетре, "Эпир астӑватпӑр" флешмоб тытӑнать. Икӗ мероприятие те пӗтӗм раҫҫейри "Ҫӗнтерӳ Волонтерӗсем" общество юхӑмӗн Тутарстанри уйрӑмӗ йӗркелет.
-
Хусан марафонӗ 17 ҫӗршывран 12 пин яхӑн хутшӑнакан ҫынна пуҫтарӗ
Паллӑ ҫынсенчен марафона Алексей Смертин хутшӑнма шутлать
-
Ҫӗпрел районӗнчи "Хӗлхӗм" ансамбль "Балкыш" фестивальте лауреат дипломне ҫӗнсе илнӗ
Фестиваль пӗтӗм республикӑпа иртнӗ. Жюри чи лайӑх вокалистсене, ташлакансене тата музыка коллективӗсене суйласа илнӗ