Новости за 21 мая 2022
-
21 мая 2022 - 13:23НУМАЙ АЧАЛЛИСЕНЕ ЧĂХ ПАРАÇÇӖУльяновск облаçӗн Агропромышленность комплексӗн тата ял территорийӗсене аталантарассин министерстви Вешкаймăри «Персонал» чăх-чӗп фабрикипе пӗрле ыркăмăллăх акцине пуçланă. Хăйсен хуçалăхӗпе пурăнакан сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене çăмрата тăвакан 10-шар чăх йӳнӗ хакпа (пӗрне 30-шар тенкӗпе) параççӗ.
-
21 мая 2022 - 08:26Китайпа Инди производителӗсене мар, хамăрăннисене çул памаллаÇырчаллинчи ТАТПРОФ компани май уйăхӗн 12-мӗшӗнче бизнеса аталантармалли ятарлă ТАТПРОФ-СТАРТ проект пуçарчӗ. Ял хуçалăхпа инфраструктура строительствисем, машинăсем тăвас, çăмăл промышленность, ял хуçалăх валли алюминирен экструзи мелӗпе профильсем (пӗтӗмпе 10 000 тӗрлӗ ытла) хатӗрлессипе çӗршывра лидер. Ку енӗпе Раççей рынокӗн 20 процентне йышăнать. Алюминипе ӗçлекен çамрăк предприятисене, усламçăсене пулăшу парасшăн.
-
21 мая 2022 - 07:30ÇӖПРЕЛНЕ ÇӖНӖ ИНВЕСТОР КИЛЕТÇӗпрелсем пирки каласан, юлашки 20 çулта районта вӗсен куçӗ умӗнче темиçе агрофирма улшăнчӗ. Нумайăшӗнчен халӗ йӗр те юлман. Вăрăм ӗмӗрлисен шутне «Ак Барс-Дрожжаное» агрофирмăна илмелле, хăй вăл «Ак Барс» холдинг компанине кӗрет. 2011 çултанпа хуçаланчӗ вăл Çӗпрел çӗрӗсемпе. Апла-и, капла-и, анчах кашни хуçа вăхăтӗнче те ӗçӗ пӗрешкел – ана-хирсене сухаласа акмалла, тухăç пуçтармалла, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетмелле. Чи кирли ку ӗçре – кăтартусене ӳстерсе пырасси, ял хуçалăх ӗçченӗсен пурнăçне лайăхлатасси. Урăхла каласан, агрофирмăра ӗçлекенсен шалăвне тивӗçлӗ шая çитересси. Апрелӗн 26-мӗшӗнче Çӗпрелӗнче çӗнӗ агрохолдинг – «Чистополье» – килесси паллă пулчӗ.