Сиктӗрмене сăпка илсе пырăр
Тӗлӗнмелле ятлă ял – ун пекки пирӗн пӗрре кăна. Сиктӗрмепе пӗтӗм тӗнчене литература корифейӗ Петӗр Хусанкай паллаштарчӗ. Яла юратса çырнă унăн сăввисене нумайăшӗ пăхмасăр каланă. Çапла Сиктӗрме пирӗншӗн чăваш литературин сăпки евӗрех. Уяв умӗн хăнасене кӗтекен ял илемленсе чечекленет.