News by date 6 July 2022
-
Чи пысӑк ӑшаланӑ ҫӑмарта хатӗрлесе тутарстансем гастрономи рекорчӗ лартасшӑн
Июлӗн 16-мӗшӗнче Пестрецынче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри "Скорлупино" фестивальте ҫӗнӗ гастрономи рекордне хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ
-
Кӑҫалхи тухӑҫ пысӑк пулма шантарать
Марат Ахметов тата ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем мелиораци системин аталанӑвне сӳтсе явнӑ
-
Людмила Федоровна СУРКОВĂНА чаплă юбилейпе саламлатпăр!
Пăва районӗнчи Альших ялӗнче пурăнакан пирӗн юратнă та хаклă çыннăмăра Людмила Федоровна СУРКОВĂНА чаплă юбилейпе – 55 çул тултарнă ятпа пӗтӗм кăмăлтан ăшшăн саламлатпăр! Ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, савăнăç тата телей сунатпăр.
-
Вера Степановна Белова 75 тултарчӗ!
Хисеплӗ те юратнă акка, мăнакка – Лайăш районӗнчи Габишево поселокӗнче пурăнакан Вера Степановна БЕЛОВА – утă уйăхӗн 1-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ
-
«АСЛĂ ÇӖНТЕРӖВЕ 77 ÇУЛ» КОНКУРС: ПӖТӖМЛЕТӲ
Аслă Çӗнтерӗве халалласа хаçатра икӗ çул ачасен хушшинче ӳкерчӗксен конкурсӗ ирттертӗмӗр. Ачасем пӗлтӗр те, кăçал та питӗ хастар хутшăннине палăртмалла. Кăçал, тӗслӗхрен, 4 – 16 çулсенчи 50 ача хутшăнчӗ конкурса. Вӗсен ӳкерчӗкӗсене хаçатра апрель – июнь уйăхӗсенче пичетлерӗмӗр. Ку эрнере ятарлă комисси конкурса ярса панă ӳкерчӗксене хакларӗ, çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ. Вӗсемпе сире те паллаштаратпăр, хаклă вулакансем.