Кӗçтюк хăравçă пулман
1941 çул июнӗн 22-мӗшӗнче, фашистла Германи çарӗсем пирӗн çӗршыв çине тапăнса кӗнине пула, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Вăй питти арçынсем пӗрин хыççăн тепри интервентсене хирӗç çапăçма туха-туха кайнă. Часах Кӗçтюк пиччене те повестка панă. Вăл хаяр çапăçу хирӗсенче нимӗçсене çӗнтеричченех пулнă. Çӗнтерӳ кунне Хевелтухăç Пруссинче кӗтсе илнӗ. Фронтра пиçӗхнӗ салтака килне яман, вӗсен çар ушкăнне Инçет Хӗвелтухăçне илсе кайнă. Унта сержант Кузнецов К.И. 190-мӗш стрелковăй дивизинчи 58-мӗш стрелковăй полкра отделени командирӗ пулса Япони çарӗсене хирӗç пынă вăрçа хутшăннă. Хӗвелтухăç Маньчжуринче, ывăлӗ каласа панă тăрăх, салтакăн пурнăçӗ çăмăл пулман. Пур ӗçе те вӗсем хăйсен вăйӗпе пурнăçланă. Питӗ йывăр климат условийӗсенче салтака ирхине çăвăнма та пӗр стакан шыв анчах панă. Шыва инçетрен илсе килмелле пулнă, çавăнпа ăна питӗ перекетлӗн расхутланă. Кунти çар операцийӗсем вăраха пыман: 1945 çул августăн 12-мӗшӗнче пуçланнă, сентябрӗн 2-мӗшӗнче Япони капитуляци акчӗ çине алă пуснипе вӗçленнӗ. Иккӗмӗш Тӗнче вăрçи вӗçленсен тин виçӗ вăрçа хутшăннă Константин Игнатьевич сержант хăйӗн çуралнă çӗршывне таврăннă.