Тӗп приза чи çамрăк спортсмен Арсений Ушаков çӗнсе илчӗ
Матакра Совет Союзӗн Геройӗ Семен Уганин ячӗллӗ 22-мӗш турнир иртрӗ. Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă ăмăртăва кăçал Чулхула облаçӗнчи Сергач хулинчен, Чăваш Енри Шупашкар хулипе Шăмăршă районӗнчи Асанкасси ялӗнчен, районти Матак, Шланка, Хураката, Кӗçӗн Чăнлă ялӗсенчен тата районти спорт шкулӗнчен пурӗ 74 çамрăк спортсмен хутшăнчӗ.