«Çӗнтерӳ юррисем» онлайн-конкурс пӗтӗмлетӗвӗ
«Сувар» хаçат редакцийӗ кăçалхи март – июнь уйăхӗсенче ирттернӗ «Çӗнтерӳ юррисем – Песни Победы» вăрçă юррисен онлайн-конкурсне пирӗн вулакансем кăçал та хастар хутшăнчӗç. Ятарлă жюри, председателӗ «Ӗмӗт» фолк-ушкăн ертӳçи Анжелика Еремеева, çак кунсенче конкурса килнӗ юрăсене хакларӗ, çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ. Эппин паллашсамăр, хаклă вулакансем