News by date 23 November 2016
-
Геннадий Архипов çуралнăранпа 60 çул çитет
Чăваш наци конгресӗн иккӗмӗш Президенчӗ Г.Н. Архипов çуралнăранпа 60 çул çитнĕ май, ноябрӗн 29-мӗшӗнче 15 сехетре Чăваш патшалăх гуманитари институчӗн ларусен залӗнче çавра сӗтел иртет. Унăн теми «Чăваш наци культура чĕрĕлĕвĕн ăс-хакăл ертӳçисем тата вĕсен тӳпи, ăраскалĕ». Çавра сӗтеле Чăваш Республикинчи тӗрлӗ пысăк çынсем хутшăнмалла, çав шутра вӗрентӳпе культура министрӗсем...
-
Тутарстанри Туслăх çурчӗсем автобуслă пулса тăчӗç
Республикăри наципе культура автономийӗсемшӗн ăçта та пулин мероприятие хутшăнас пулсан, тухса çӳресси йывăрлăх пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çакă чылай чухне укçа-тенкӗпе çыхăннă пысăк чăрмава çаврăнать. Юнкун ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, Тутарстан халăхӗсен Ассамблейин Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин республикăри Туслăх çурчӗсен ертӳçисене çӗнӗ микроавтобуссен уççисем пачӗ. Республика ертӳçисем тăрăшнипе Хусанти,...
-
Юрă-ташă çывăхлатать
Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Анат Камăри 34-мĕш гимназинчи 4-мĕш класра вĕренекенсем «Мы разные, но мы вместе» ятлă фестивальте хутшăнчĕç. Вĕсем «Укăлчара» фольклор композицийĕпе II вырăн йышăнчĕç. Пирĕн гимназистсемпе пĕрле вырăссем, тутарсем, кĕрешĕнсем, пушкăртсем, украинсем курма килнĕ хăнасене, жюри членĕсене, ашшĕ-амăшĕсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Ачасене çак фестивальте хутшăнма, çĕнтерӳçĕсен ятне илме пулăшакансем...