News by date 23 November 2017
-
Константин Малышев Чăваш телевиденине интервью пачӗ
«ЧĂВАШ ЕН» Чăваш наци телевиденийӗ кăçалхи март уйăхӗнченпе спутник урлă эфира тухса тӗнчери пӗтӗм чăвашсене савăнтарчӗ. Нумай пулмасть вăл «Таттелеком» операторăн кабель каналӗсен пакетне кӗрсе хăй тавра тата нумайрах куракан пуçтарма пултарчӗ. Тутарстанри чăвашсен тахçанхи ӗмӗчӗ пурнăçа кӗрсе пырать темелле. Интереслӗ передачăсене ентешсем кăсăклансах пăхаççӗ. «Сувар» хаçат Наци телевиденийӗн эрнелӗх...
-
Вăхăтра ӗлкӗрнӗ
Ӗнер Горгаз ӗçченӗсем вăхăтра сисмен пулсан Хусанта та Ижевск хулинчи пек пысăк инкек пулатчех-тӗр. Восход урамӗнчи çуртăн пӗр хваттерӗнчен газ шăрши вăйлă тухнă иккен. Шаккасан вара алăка уçакан пулманнипе вӗсем 112 телефонпа экстреннăй службăна шăнкăравласа асăннă хваттерте çын юлма пултарнине пӗлтернӗ. Çăлавçăсем алăка уçса кӗрсен чăнах та ватă арçынна асăрханă....
-
Паян Хусанта шкул ачисен вулавӗ
(Ирина Кузьмина. К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Хусан хулинчи 180-мӗш номерлӗ нумай чӗлхе вӗрентекен гимназире тин кăна Шкул ачисен РФ халăхӗсен чӗлхисемпе вулавӗ тата наукăпа практика конференцийӗ вӗçленчӗ. Унта вырăс, тутар, чăваш, удмурт, мари, мăкшă, пушкăрт ачисем хутшăнчӗç. ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе Хусан хулин Вӗрентӳ управленийӗ пуçарнипе тата пулăшнипе иртекен çак мероприятин шайӗ...
-
Конгресс РФ Президенчӗн грантне тивӗçнӗ. Саламлатпăр!
Гражданла обществăна аталантарма РФ Президенчӗн грантне илессипе конкурса координаци комитечӗ ӗнер, ноябрӗн 22-мӗшӗнче, пӗтӗмлетнӗ. Иккӗмӗш хут иртнӗ конкурсра Раççейри 85 регионтан пурӗ 2243 коммерцилле мар организаци çӗнтернӗ. Грантсен пӗтӗмӗшле сумми 4,4 млрд тенкӗпе танлашнă. Çӗнтерӳçӗсен хушшинче кăçал Чăваш наци конгресӗ те пур. Конкурсра вăл «НАЦИОНАЛЬНОЕ ДОСТОЯНИЕ НАРОДОВ - ДОСТОЯНИЕ РОССИИ»...
-
Чăваш театрӗ çинчен фильм ӳкереççӗ
(Ирина Кузьмина. И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ). К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн 100 çулхи юбилейӗ тӗлне театрăн пурнăçӗ, ӗçӗ-хӗлӗ, кун-çулӗ çинчен «Чăваш чунлă театр» документлă фильм ӳкереççӗ. Ӳкерӳ ушкăнӗ (сценарисчӗ А.Тарасов журналист, çыравçă, драматург, режиссерӗ ЧР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Л.Трифонов тата операторӗ В.Филиппов)ӗнер Хусанта пулчӗç. Вӗсем Чăваш театрӗн пӗрремӗш спектакльне...
-
Пирӗн хыççăн мӗн юлать?
Пушкин, Тукай, Агаков, Петров хăйсем хыççăн тăван чӗлхине хăварнă. Эпир хамăр хыççăн мӗн хăварăпăр? Тăван чӗлхене упраса хăварасси çемьерен пуçланать.