News by date 24 February 2022
-
Паян ТР Культура министерствинче Республика «Уявне» ирттересси пирки ӗçлӗ канашлу пулчӗ
Унта «Звениговский» СХПК ертӳçи Иван Казанков, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗ Дмитрий Самаренкин, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Артем Прокофьев, ЧНК президиумӗн пайташӗ Эдуард Бахмисов, руна çырулăхне тӗпчекен Владимир Алмантай, Элмет Районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Инна Альмукова, Хусанти ЧНКЦ ертӳçи Константин Малышев, Таткультрессурсцентр пуçлăхӗ Алсу Мифтахова, ТР Президент Аппарачӗн наци политикине пурнăçлакан Управленин ертӳçин çумӗ Евгений Ефимов, Элкел райӗçтăвком ертӳçин социаллă ыйтусемпе ӗçлекен çумӗ Дарья Халилова, Элкел районӗнчи Кивӗ Хăрата ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Иван Кудряшов, ЧР культура министрӗн çумӗ Татьяна Казакова (зумпа) тата ТР культура министрӗ Ирада Аюпова хутшăнчӗç.
-
Украина Раççейпе дипломати хутшăнăвӗсене татать
Çакăн çинчен нумай пулмасть Владимир Зеленский пӗлтернӗ. Вăл Мускавран Украина посольствине эвакуацилеме хушнă. Украина Президенчӗ Раççей çыннисенчен вăрçа хирӗç минитнгсене тухма ыйтнă. Çавăн пекех вăл Верховнăй Радăна Украинăра пӗтӗмӗшле мобилизаци пуçланасси çинчен пӗлтерме сӗннӗ.
-
АО «Транснефть – Прикамье» провело учения на реке в Республике Татарстан
АО «Транснефть – Прикамье» провело учебно-тренировочное занятие (УТЗ) по локализации и ликвидации «разлива» нефти на подводном переходе магистрального нефтепровода (МН) Альметьевск – Горький-2 через р. Шешма в Республике Татарстан.
-
Тутарстанăн Цифра министерстви Донбассран куçса килекенсене sim-картăсемпе тивӗçтерет
Раççей территорийӗнче усă курмашкăн Донбассран куçса килекен çынсене sim-картăсем парса тухма йышăннă.
-
Çырчаллипе Анат Камăри ЗАГСсенче нарăсăн 22-мӗшӗнче питӗ нумай мăшăр çырăннă
Тӗкӗрлӗ дата – 22.02.2022 – «туйсен бумӗ» патне илсе çитернӗ. Тепӗр кун канмалли пулни те пӗрлешес текенсене илӗртмен мар.
-
Украинăн погранслужби пӗлтернӗ тăрăх, Раççейӗн хӗçпăшаллă çарӗсем Белорусси çарӗсем пулăшнипе çӗршыв чиккине атакăланă
Çакă ирхине 5:00 сехетре пулса иртнӗ. Анчах та вӗсене хирӗç тăракан пулман пулмалла, мӗншӗн тесен çак «атака» хыççăн миçе çын вилнине е аманнине ниçта та çырмаççӗ. Апла-тăк пирӗннисем чикӗ урлă пӗр чăрмавсăр каçнă.
-
Владимир Путин Донбассра ятарлă çар операцийӗ пуçланни çинчен пӗлтернӗ
ДНРпа ЛНР ертӳçисем Раççейрен çар пулăшăвӗ ыйтнă хыççăн, маларах алă пуснă килӗшӳсем тăрăх, Раççей хӗçпăшаллă çарсене халăх республикисен территорийӗсене кӗртнӗ.
-
Тутарстанран Патшалăх Думине суйланнă депутатсем санкци списокне çакланнă
Çакăн çинчен хăйӗн «Твиттерӗнче» Евросоюхăн ют çӗршывсен ӗçӗсемпе, политикăпа тата хăрушсăрлăхпа верховнăй представителӗ Жозеп Боррель пӗлтернӗ
-
Мария Николаевна СЕМЕНОВА 70 çул тултарать
Юратнă анне, кукамай, асанне, Çарăмсан районӗнчи Лагерка ялӗнче пурăнакан Мария Николаевна СЕМЕНОВА февралӗн 24-мӗшӗнче 70 çул тултарать