Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Ăçта çухалтăн, Сергей?

Нурлат район следователӗсем хальхи вăхăтра Элкел районӗнчи Кивӗ Тахталта пурăнакан Сергей Викторович Сардулов çухални пирки килнӗ хыпара тӗрӗслеççӗ. 1997 çулхи апрелӗн 12-мӗшӗнче çуралнă чăваш каччи иртнӗ çулхи декабрӗн 14-мӗшӗнче килтен тухса кайнă та таврăнман, вăл ăçта пулни паянхи кун та паллă мар. Вырăнти шкул дирекцийӗ пӗлтернӗ тăрăх, Сергей нихăçан та...

Нурлат район следователӗсем хальхи вăхăтра Элкел районӗнчи Кивӗ Тахталта пурăнакан Сергей Викторович Сардулов çухални пирки килнӗ хыпара тӗрӗслеççӗ. 1997 çулхи апрелӗн 12-мӗшӗнче çуралнă чăваш каччи иртнӗ çулхи декабрӗн 14-мӗшӗнче килтен тухса кайнă та таврăнман, вăл ăçта пулни паянхи кун та паллă мар.

Вырăнти шкул дирекцийӗ пӗлтернӗ тăрăх, Сергей нихăçан та чăркăш ача пулман, шкулта вăтам вӗреннӗ, пуринпе те пӗр чӗлхе тупма пӗлнӗ. Юлашки вăхăтра ялта слесарьте ӗçленӗ. Чăн та, çемйи ăнăçлах мар.

Хăйпе паспортне те, телефонне те илменнине шута илсен, вăл инçете кайма тухнă теме çук. Çавăнпа ăна малтан ялта, районта шыраса пăхнă, анчах та тупайман.

Хисеплӗ вулакансем, сăнӳкерчӗкри чăваш каччи çинчен мӗн те пулсан пӗлсен (8-843-46) 20-102, (8-843) 2912-910 телефонсемпе шăнкăравласа пӗлтерме ыйтатпăр.

Тӗп паллисем: 19-20 çулта, 170-175 сантиметр çӳллӗш, ырханкка, кăтрарах,тӗттӗм çӳçлӗ, кăвак куçлă.

Çыхнă кăвак-хура шапка, шурă футболка, пусма-тавартан çӗленӗ камуфляж- куртка, кăвак джинс шăлавар, хӗллехи атă тăхăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев