Сувар

Александр Кăлкана Шупашкарта манса пыраççӗ пулмалла

Тутарстан чăвашӗсемшӗн иртнӗ эрне мероприятисемпе пуян пулчӗ. Чăваш литературин классикӗсене халалланăччӗ вӗсене. Вырсарникун Элкел районӗнчи Хусанкай-Сиктӗрмере П.П. Хусанкайăн 110 çулхи юбилейне анлăн паллă турӗç пулсан, пӗр кун маларах Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗре чăваш литературин тепӗр çăлтăрӗн Александр Дмитриевич Кăлканăн 105 çулхи юбилейне халалласа çӗнӗ Культура çурчӗ çине вырнаçтарнă асăну хăмине...

Тутарстан чăвашӗсемшӗн иртнӗ эрне мероприятисемпе пуян пулчӗ. Чăваш литературин классикӗсене халалланăччӗ вӗсене. Вырсарникун Элкел районӗнчи Хусанкай-Сиктӗрмере П.П. Хусанкайăн 110 çулхи юбилейне анлăн паллă турӗç пулсан, пӗр кун маларах Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗре чăваш литературин тепӗр çăлтăрӗн Александр Дмитриевич Кăлканăн 105 çулхи юбилейне халалласа çӗнӗ Культура çурчӗ çине вырнаçтарнă асăну хăмине уçрӗç.

Пăва районӗнчи чăвашсене мухтамалăх та пур, хăйсен районӗнчен тухнă çыравçăсене чыслассипе пӗр район та çитеймест-ха хальлӗхе вӗсене. Кашнин ятне ӗмӗрлӗхе асра хăварас тесе тăрăшаççӗ: хăйсен шучӗпех асăну хăмисем уçаççӗ, чи пултаруллă чăваш ачисене ентеш-çыравçăсен ячӗллӗ премисем параççӗ. Çакна кама-тăр юрас тесе мар, чăннипех те ентешӗсене сума суса, çамрăк ăрушăн тăрăшса тăваççӗ.
Александр Дмитриевич сывă пулнă пулсан, хăйӗн ентешӗсемпе çав тери мăнаçланнă пулӗччӗ. Кунта унăн юбилейӗсене пӗрне те паллă тумасăр юлмаççӗ-çке. 95 çулхи юбилейӗнче вăл çуралнă вырăнти çурт çине асăну хăми вырнаçтарнă, 100 çулне Хирти Кушкă ялӗнче анлăн паллă тунă. 105 çулӗ те асра юлмалăх иртрӗ. Икӗ урамран кăна тăракан пысăках мар ялта кăçал август уйăхӗнче нумай функциллӗ çурт (шкул, клуб, медицина пункчӗ вырнаçнă) хута кайсан унта та А.Кăлканăн асăну хăмине уçма йышăннă. Вырăнти ЧНКЦ хастарӗ, Çӗнӗ Мертлӗ çынни Михаил Васильевич Якушов çак ӗçе пуçарса халăхпа пӗр­ле вӗçне çитернӗ.
Асăну хăмине яланхи пекех пăвасем хаваслă лару-тăрура уçрӗç. Чаплă мешехене ЧНКЦ пайташӗсем, Тăхăрьял çыравçă-сăвăçисем, шкул ачисем пуçтарăннăччӗ. Хăма çинчи шурă пусмана вара вырăнти ЧНКЦ ертӳçипе Владимир Анатольевич Ильинпа Александр Кăлканăн виççӗмӗш сыпăкри тăванӗ Нина Васильевна Васильева сирчӗç. Пухăннисене кун хыççăн çӗнӗ Культура çурчӗн пысăках мар фойинче районти «Уяв» ансамбль юрă-ташăпа кӗтсе илчӗ.
Петӗр Хусанкайăн 110 çулхи юбилейӗ çине пысăк тимлӗх уйăрнипе-и Çӗнӗ Мертлӗри мероприяти ЧР Чăваш çыравçисен союзӗсӗрех иртрӗ. Чăваш литературинче çутă йӗр хăварнă çыравçа, юптаруçа халалланă асăну хăмине уçма союзран кам та пулсан килессе кӗтнӗччӗ, анчах вӗсем курăнмарӗç. Апла пулин те мероприяти шупашкарсем килменнипе нимӗн те çухатмарӗ. Пăвасем ăна яланхи пекех çемье уявӗ пек ăшпиллӗн ирттерчӗç.
Хăнасене чи малтан Хирти Кушкă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ А.Стрелков саламларӗ, М.Якушов Кăлканăн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ çинчен каласа пачӗ. Мероприяти ертӳçи те Хирти Кушкă тулли мар вăтам шкулӗн директорӗ, чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Е.Бондарев пулчӗ.
Малалла вара сăмаха Хирти Кушкă шкулӗн, Çӗнӗ Мертлӗ пуçламăш шкулӗн (Хирти Кушкă шкулӗн филиалӗ) ачисем илчӗç. Вӗсем пӗрин хыççăн тепри А.Кăлканăн сăввисене вуларӗç, юптарăвӗсене каларӗç, тӗрлӗ юрă юрларӗç. Чăваш Киштек шкулӗн вӗренекенӗ те Кăлканăн сăввине калама сцена çине тухрӗ. Çыравçă юбилейне çитӗнекен ăру хутшăнни хăй кăна мӗне тăрать вӗт. Хирти Кушкă шкул ачисем автобуспах килнӗччӗ. Ял халăхӗ те йышлăн пухăнчӗ. Çапла залра ура пусма та вырăн çукчӗ. Мӗнех калăн, хисеплеççӗ, манмаççӗ пăвасем ентешне.
Концерт программи хыççăн хăнасене сăмах пачӗç. Тăхăрьял сăвăçи Н.Дворов çитес вăхăтра хăйӗн тепӗр кӗнеки тухасса савăнса пӗлтерчӗ. Ачасем валли çырнă сăвă кӗнекине вăл Александр Кăлкана халаллассине каларӗ. Вырăнти ЧНКЦ ертӳçи В.Ильин центр ӗçне хас­тар хутшăнакан пултаруллă чăвашсене: М.Якушова, Н.Дворова, А.Малышева, А.Савельева, Е.Афанасьева тата ыттисене Хисеп хучӗпе чысларӗ. Элшелӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчи Аслă Нагаткинра пурăнакан фотограф В.Дедушкин та пушă алăпа килмен, вăл шкул библиотекине А.Ырьятăн кӗнекисене парнелерӗ. Мероприятие шкул ачисем активлă хутшăннине ырларӗ.
Пăва чăвашӗсен тепӗр лайăх йăли те пур. Вӗсем районта иртекен кашни чăваш мероприятийӗ хыççăн ЧНКЦ пу­хăвне ирттереççӗ. Хальхинче те çаплах пулчӗ. Вӗсем ЧНКЦăн çулталăк планӗпе паллаштарчӗç, ӗçри ыйтусене сӳтсе явса çитменлӗхсене палăртрӗç. Пăва чăвашӗсен 2017 çул валли те планӗсем пысăк: «Тăхăрьял шăпчăкӗ», «Никрут юрри» конкурссем, Хăят, Питрав уявсем, поэзи кунӗ, чăваш чӗлхи вӗрентекенӗсемпе тӗлпулу, çулçӳрев, спорт ăмăртăвӗсем… Плана кӗртнӗ мероприятисен тулли списокӗ мар-ха ку, апла пулин те куратпăр ЧНКЦ пӗр енлӗн кăна ӗçлемест. Пăвасен ахаль ларма вăхăт çук, пӗр мероприятие ирттерсе ярсанах тепӗрне хатӗрленме пуçлаççӗ. Планри тепӗр мешехе те сумлă пуласси паллă, уйăхран «Уяв» ансамбль хăйӗн пӗчӗк юбилейне паллă тăвать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: