Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Ăна вӗçекен бульдозерпа танлаштараççӗ

Валери Туркай пӗр-пӗр стандарта пăхăнса пурăнакан çын мар. Чӗлхи вичӗкӗн, хăй чӗрӗ, хăтланăвӗсем импульслă. Вăл ялан шыравра. Пӗр вăхăт ЧР Профессонал писательсен союзне те ертсе пычӗ, «Хыпар» хаçата та. Анчах унтан ирӗклӗ поэта сăвă çырнăшăнах кăларчӗç пулмалла. Çеçпӗл Мишшин обществолла ыркăмăллăх фондне кăна пăрахмасть В.Путинăн шаннă çынни. Каламаллине тӳрӗрен сăтăрса...

Валери Туркай пӗр-пӗр стандарта пăхăнса пурăнакан çын мар. Чӗлхи вичӗкӗн, хăй чӗрӗ, хăтланăвӗсем импульслă. Вăл ялан шыравра. Пӗр вăхăт ЧР Профессонал писательсен союзне те ертсе пычӗ, «Хыпар» хаçата та. Анчах унтан ирӗклӗ поэта сăвă çырнăшăнах кăларчӗç пулмалла. Çеçпӗл Мишшин обществолла ыркăмăллăх фондне кăна пăрахмасть В.Путинăн шаннă çынни. Каламаллине тӳрӗрен сăтăрса хурать. Хăш чухне туслăх кӗперне те çунтарма пултарать. Ахальтен мар ăна хăйсен цехӗнчи поэтсем вӗçекен бульдозерпа танлаштараççӗ. Тен, хальхи поэтăн çапла пулмалла-тăр та. Туркай сцена çине тухсан унран ялан ытарлăн каланине кӗтетӗн. Чăнах-та, сăмахӗпе вăл ялан вӗçевре, чăн-чăн поэт пек.
Туркай çырнисене нумай чӗлхене куçарнă, хăй те куçару ӗçӗнче хастар. Кӗнеке кăларассипе те вăл малтисен ретӗнче. Пӗлтӗр Хусанта унăн «Шулай яшим» («Çапла пурăнатăп») кӗнеки тутарла тухрӗ. Ăна тутар халăх поэчӗ Ренат Харис куçарнă. Кăçал «Сувар» хаçат вулаканӗсен чăваш сăвăçӗн «Ку эпӗ, Валери Туркай!» кӗнекинчи суйласа илнӗ сăвăсемпе паллашма май пулӗ.
Çамрăклах чăваш халăх поэчӗ пулса тăнă çыннăн ытти званийӗсем пирки каламăпăр, луччă сăввине итлер.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев