Сувар

Чăвашсем, чăмăртанăр! тесе шăпах вăл каланă

Тутарстанри Элкел районӗнчи Петрӗр Хусанкай музейӗ халăх поэчӗн литературăри еткерлӗхне тӗпчесе пысăк ӗç ирттерет. Унăн директорӗ Олег Мурзин пирӗн хаçата хăйӗн хăш-пӗр шухăшӗсене пӗлтерчӗ. Граждăнла поэзире ăнсăртран пулаканни нимӗн те çук, йăлтах сăнарта е сасăра пурăнса иртекенни çеç, сăвă йӗркеленӗвӗн кашни пайӗнче авторăн гражданла ăнтăлăвӗ, сăн-пичӗ палăрать. Вăл таса ăнлавсенче...

Тутарстанри Элкел районӗнчи Петрӗр Хусанкай музейӗ халăх поэчӗн литературăри еткерлӗхне тӗпчесе пысăк ӗç ирттерет. Унăн директорӗ Олег Мурзин пирӗн хаçата хăйӗн хăш-пӗр шухăшӗсене пӗлтерчӗ.
Граждăнла поэзире ăнсăртран пулаканни нимӗн те çук, йăлтах сăнарта е сасăра пурăнса иртекенни çеç, сăвă йӗркеленӗвӗн кашни пайӗнче авторăн гражданла ăнтăлăвӗ, сăн-пичӗ палăрать. Вăл таса ăнлавсенче çурма-тӗссене йышăнмасть. Нацилле критика та уншăн мода хыççăн кайни мар. Вӗрентсе калас ирӗке вăл пурнăçӗнче тӳссе ирттернипе, Тăван çӗршывпа уйрăлми çыхăну тытнипе, чăвашла тивӗçлӗхе çирӗп туйнипе тивӗçрӗ.

Хусанкайпа ун вăхăтӗнчи самана çинчен шутланă чухне чи малтан иксӗлмен чыс кодексӗ йӗркеленни пирки шухăша путатăн. Йывăррăн, хăш чухне йăнăшкаласа та, вăл хăйне хăй тӗрӗс çулпа уттарнă. Кунта ырăпа усала, суяпа чăнлăха тӳррӗн хаклас кукăрăлми ăнлавсем çинче çирӗп тăни пулăшнă ăна. Çакăн çинчен шăпах паян, ориентирсене туххăмрах улăштарса хунă вăхăтра манас марччӗ. Пирӗн хушăра та вӗт хăш чухне харкамăн вак-тӗвеклӗ интересӗсене нацие кирлӗ япала пек кăтартасси пулкалать.

Тăван халăхăн йăлисен, характерӗн, хăнăхăвӗсен тарăнлăхне палăртасси - классика поэзийӗн çирӗп хăвачӗ. Хăйӗншӗн тӗрӗслев пулса тăнă пултарулăхӗпе Хусанкай пире çак тӗнчене илсе кӗрет. Шухăшлакан вулакан умӗнче культурăн анлă сийӗ уçăлать, çав шутра туйăмсемпе ăс-тăн культурин пархатартӗ те.
Этемӗн ӗмӗт-туйăмне ăнланса çывăха хурас таланчӗ унри литератор таланчӗпе шайлашса тăнă. Хусанкай сăввисене çӗнӗрен те çӗнӗрен вуламалла: пӗр сăмахне те, пӗр сассине те сиктермелле мар:

Пуç миминче туптаса

Сăмах хывиччен -

Чун-чĕрӳпе сунăхса

Чылай келленен.

Сăвву-юрру çынсене

Виттĕрех тесен -

Ӑна, чернил вырăнне,

Юнупа тĕрлен.

Çыравçăн аслăлăхӗ тата пӗлтерӗшӗ вăл илемлӗ литературăра калăпланă сăнарсен вăйӗпе виçӗнет. Хусанкайăн 110 çуллăхӗ çутă, хавхалантаракан кӗнеке уявӗ те пулса тăрсан аван пулӗччӗ. Уява хутшăнакан çыравçăсем, хăйсен опычӗ тăрăх, этем психики çине кӗнекесем еплерех витӗм кӳни çинчен каласа пама пултарӗç. Чăн-чăн литература вӗт вăл ырă патне туртăнтармалла, чӗнмелле. Унăн тивӗçӗ - ӗмӗрсен енне çаврăннă халăх идеалӗсене уçса парасси тата çӗршыв культуринчи аслă ятсене сарасси.

Сăмах май, П.П.Хусанкай сăввисене вулкансен хушшинче хальхи вăхăтра chuvash.org сайт видеоконкурс ирттерет. Акă ссылки:
http://chuvash.org/news/14602.html

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: