Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Чӗмпӗр чăвашӗсем Шупашкара виçӗ кунлăха кайма хатӗрленеççӗ

Чӗмпӗрте пурăнакан ентешсем Чăваш Республикин Кунне уявланипе çыхăнтарса Шупашкара 3 кунлăх экскурси 16-мӗш хут йӗркелеççӗ. Унта вӗсем Тутарстанра (Пăва, Çӗпрел, Теччӗ районӗсенче) пурăнакан чăвашсене те хутшăнма чӗнеççӗ. Экскурси программи çакнашкал: - Шăхасанри сиплӗ çăлкуç патне чарăнни (шыва кӗме май пур); - Шупашкарăн паллă вырăнӗсене курса çаврăнни; - Этнокультура паркӗнче пулни...

Чӗмпӗрте пурăнакан ентешсем Чăваш Республикин Кунне уявланипе çыхăнтарса Шупашкара 3 кунлăх экскурси 16-мӗш хут йӗркелеççӗ. Унта вӗсем Тутарстанра (Пăва, Çӗпрел, Теччӗ районӗсенче) пурăнакан чăвашсене те хутшăнма чӗнеççӗ.

Экскурси программи çакнашкал:

- Шăхасанри сиплӗ çăлкуç патне чарăнни (шыва кӗме май пур);

- Шупашкарăн паллă вырăнӗсене курса çаврăнни;

- Этнокультура паркӗнче пулни (йывăç скульптурăсем урлă чăваш мифологине ăнлантарса пани);

- Наци музейӗнче, сăра музейӗнче пулни;

- «Родники России» фестивальте фольклор ушкăнӗсене курни;

- Заливра халăхпа пӗрле савăнни;

- Турбазăра вырнаçни (Атăл çывăхӗнчи хырлăх);

- Кăвайт умӗнчи вăйăсем, артистсемпе тӗл пулни, купăс каласа юрлани (кăмăл тăвакансен пилеш милӗкӗсемпе мунча кӗме май пур).

Экскурсантсем июнӗн 23-мӗшӗнче Ульяновскри «Автозавод» чарăнуран ирхине 8 сехетре тапранса каяççӗ, каялла июнӗн 25-мӗшӗнче каçпа таврăнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев