Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Çӗнӗ çул çитме васкать

Декабрь уйăхӗ пуçланчӗ, çулталăкăн тӗп уявӗн атмосфери кашни ял-хулара, кашни çемьере хуçаланать. Элкел районӗ ырă йăлана малалла тăсса кăçал та районти организацисемпе учрежденисен хушшинче «Чи хитре чăрăш» конкурс ирттерет. Унта харпăр хуçалăхсем те хутшăнмасăр юлмӗç. Конкурсантсем ума капăр чăрăш лартнисӗр пуçне территорие юр-кӗлеткесем туса та илемлетмелле. Чи хитре чăрăш камăн...

Декабрь уйăхӗ пуçланчӗ, çулталăкăн тӗп уявӗн атмосфери кашни ял-хулара, кашни çемьере хуçаланать. Элкел районӗ ырă йăлана малалла тăсса кăçал та районти организацисемпе учрежденисен хушшинче «Чи хитре чăрăш» конкурс ирттерет. Унта харпăр хуçалăхсем те хутшăнмасăр юлмӗç. Конкурсантсем ума капăр чăрăш лартнисӗр пуçне территорие юр-кӗлеткесем туса та илемлетмелле. Чи хитре чăрăш камăн пулнине Çӗнӗ çул каç районти тӗп чăрăш умӗнче пӗлтереççӗ. Парнесем япăх пулмаççӗ, тесе пӗлтерет район сайчӗ.

* * *
Вăрманçăсемшӗн вара канăçсăр тапхăр, вӗсен çак вăхăтра çамрăк чăрăш хунавӗсене вăрласран сыхламалла. Нурлат район сайчӗ пӗлтернӗ тăрăх, кунти вăрманçăсем декабрӗн 1-мӗ­шӗнчен ку тӗлӗшпе профилактика ӗçне пуçăннă. Сăмах май, республикăра декабрӗн 10-мӗшӗнчен «Чăрăш» операци тытăнать. Çак вăхăтра вăрмансене чăрăш вăррисенчен вăрманçăсем йӗрке хуралçисемпе пӗрле сых­лаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев