Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Эпӗ кун пек ташлакансене халиччен курман

Хусанта ачасен ташă коллективӗсем нумай. Укçалла хырăм ташши ташлама вӗретекенсем чи йышлисем-тӗр. Малтан мăшăрпа эпир те хамăрăн 3 çулхи хӗре çавăн пек «фирма» панăччӗ. Анчах иккӗ çул çӳресе те ытлашши ӳсӗмсем тăваймарӗ пирӗн пӗчӗк ташăç. Ман пӗр юлташ каларӗшле: «ляу-сяу« сяу-ляу». Çавăнпа та амăшӗ хистенипе 5 тултарсан ăна урăх ташă...

Хусанта ачасен ташă коллективӗсем нумай. Укçалла хырăм ташши ташлама вӗретекенсем чи йышлисем-тӗр. Малтан мăшăрпа эпир те хамăрăн 3 çулхи хӗре çавăн пек «фирма» панăччӗ. Анчах иккӗ çул çӳресе те ытлашши ӳсӗмсем тăваймарӗ пирӗн пӗчӗк ташăç. Ман пӗр юлташ каларӗшле: «ляу-сяу« сяу-ляу». Çавăнпа та амăшӗ хистенипе 5 тултарсан ăна урăх ташă кружокне ятăмăр. Вăл хулари «Ак Барс» Çамрăксен центрӗнче вырнаçнă. Унта йывăр пулать тесе малтанах асăрхаттарчӗç. Çапах хӗр хăй те ташлама вӗренме ăнтăлнипе-ши, йышăнăва хăвăрт турăмăр, куçрăмăр урăх çӗре.

Эпӗ çака ташă театрне ТР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Елена Ишбулатова ертсе пынине пӗлмен те ун чух. Ачасен вӗренӳ çулӗ вӗçӗнчи концертне курма кайсан кăна кăсăланма тытăнтăм «Мгновениепе».

Театрта кашни ӳсӗмри ачасен хăйсен ташă ушкăнӗ иккен. Аслисем кӗçӗннисне вӗрентеççӗ. Пирӗн ачасем чи пӗчӗккисен ушкăнӗнче. Йӗркесем чăнах та çирӗп: ритма итлемелле, хусканусене пуринпе харăс тумалла, макăрма юрамасть. Вӗрентекен хăш чух сассине хăпартни те пулкалать, анчах унсăрăн çитӗнӳ тăваймастăн. Вӗсемпе питӗ пултаруллă, çитӗнӳ патне ăнтăлакан педагогсем ӗçлеççӗ.

Концерта курса ларнă май, Елена Петровна мӗнлерех талантлă вӗрентекен, çамрăксене хăй хыççăн ертсе пыма пултаракан лидер пулнине ăнлантăм. Анлă тавракурăмлă профессионалăн ăс-хакăл вăйӗ ачасен ташшисенче уçăлать. Ташă композицийӗсене нимпе танлаштарма çук, «Мгновение» никам тӗслӗ те мар, унăн хăйӗн почеркӗ. Елена Ишбулатова тӗнче, тавралăх çине çӗнӗлле пăхать. Ташăсем хальхилле, хӗрӳ, ăналанмалла, çутă тата ырлăхпа тулнă.

Пӗчӗккисем те аслисем пекех хăтланаççӗ. Залра инçерех ларнипе-и, ушкăнпа индеецсен ташшине ташлакан хамăн ачана та малтан палламарăм. Сцена çиче вăл пачах урăхла, килти пек «Атте мӗн илсе килтӗн?», тесе ачашшăн чӗркуççи çине хăпарса ларакан пепке мар, ташă ăсти. Ăна вӗрентекенӗсем шанса сцена çине кăларнă. Унăн ниепле те начар ташлама юрамасть. Шкула та кайман хăй, дисциплина енчен аппăшӗнчен ирттерет хăш чух. Питӗ савăнатăп ăна çакăнта ташлама вӗренме янăшăн. Тавтапуç хореографсене.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев