Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Эпир пулнă, пур... кун пек малалла кайсан, пулатпăр-ши?

Паянхи кун чылай шкулта ют çӗршыва тарăнрах вӗрентесси йăлана кӗрсе пырать. Саманапа килӗшӳллӗн, çак тӗллеве пирӗн умра çӗршыв ертӳçисем лартаççӗ. Анчах тăван чӗлхе çинчен те манса каймалла мар. Енчен те вăл пирӗн юнпа ăса, ӳтпе пӗве ачаран кӗмесен, вăл нихăçан та çывăх тата тăван пулса тăраймасть, ăна майӗпен ют çӗршыв...

Паянхи кун чылай шкулта ют çӗршыва тарăнрах вӗрентесси йăлана кӗрсе пырать. Саманапа килӗшӳллӗн, çак тӗллеве пирӗн умра çӗршыв ертӳçисем лартаççӗ. Анчах тăван чӗлхе çинчен те манса каймалла мар. Енчен те вăл пирӗн юнпа ăса, ӳтпе пӗве ачаран кӗмесен, вăл нихăçан та çывăх тата тăван пулса тăраймасть, ăна майӗпен ют çӗршыв чӗлхи вырăнне хума пуçлатпăр. Çакăнтан нихçанхинчен çивӗчрех тăракан ыйту тухать: çитӗнекен ăрура патриотизм туйăмне чӗртесси. Тымарсене, хамăрăн йăх тӗпӗсене, Тăван çӗршыва юратнине вăйлăрах туйтарасси.

Хамăр çӗр çинче тымарланнă, тӗнчешӗн уçă нацин çутă идеи пăхăнтармасть, - этеме ирӗке кăларать. Чуралантармасть, - çӗклет.

Паян Хусанкая шкулти 7,9,10 классенче вӗрентеççӗ. Наци классикине тата унпа çыхăннă материалсене лайăх ăса хывнă вӗренекен хăйӗн литератури, нацийӗ çине сӳрӗккӗн пăхмасть. Чăваш чӗлхинчен паянхи кун чăнлăхӗ кăна мар, истори категорийӗ тума тăрăшмалла. Вăл вӗт пирӗн халăхăн чи тӗп пуянлăхӗсенче пӗри, уйрăм çынна никӗслет. Чӗлхе ансатлăха та, тӗплӗхе те вӗрентет. Шухăша каланă чухне кăна мар, пӗтӗмӗшле пурнăçра:

Килте, ютран-и эп - кирек ăçта та,

Кирек хăçан та тăвап ăна:

Чĕлхем! Санпа тĕнче уççи тытатăп,

Шухăшлама вĕрентрĕн эс мана.

Унсăр пуçне Хусанкай еткерлӗхӗ тăван чӗлхен пирӗн пурнăçри пӗлтерӗшне тепӗр хут хакласа унăн хӳттине тăма май парать. Сиктӗрме-Хусанкайра Тутарстанри чăваш отличникӗсен слетне 8 хутчен ирттернӗ, унта çӗршер ача хутшăнчӗ. Пурӗ çак вăхăтра музее 50 пине яхăн çын килсе курчӗ. Поэтăн тăван çӗрӗнче лайăх вӗренекенсене чысласси «Сувар» хаçат ӗçченӗсен тата ЧНКА-н малтанхи ертӳçин К.Яковлевăн пуçарăвӗччӗ. Халӗ çак хӗлхеме сӳнме парас марччӗ, акнă вăрлăхăн хунавӗсене, çимӗçӗсене курас килет.

Шел пулин те Хусанкай уявӗсем пӗчӗккӗн ăс-хакăл тӗлӗшӗнчен пуян пулма пăрахрӗç. Вӗсем час-часах поэт тата чăваш халăхӗ çинчен каланă ансат, интереслӗ мар сăмахсемпе тулаççӗ. Тăван тымарсем - чăваш чӗлхи, наци культури патне туртăнни ытларах аслă тата вăтам ăрура кăна сисӗнет. Çамрăксен кăсăкланăвӗ, шел пулин те, апатилле. Хăш чух пирӗн мероприятисем тӳрӗлӗхсӗр, принципсăр тата публицистикăлла хӗрӳлӗхсӗр иртеççӗ. Чи начарри кунта - компетентлăх çукки, темăпа проблемăсене ăшăххăн пӗлни. Уйрăмах тăван халăх шăпипе çыхăннă питӗ черчен ыйтăва сӳтсе явнă чухне. Ученăйсен шучӗпе, шучӗпе 1 миллион çынран иртмен халăх паянхи самана лару-тăрăвӗнче пӗчӗккӗн сӳнсе пыма пуçлать. Тен, Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăвви шăпах çакнашкал ырă мар палăртусем çине хуравланă-тăр та:

Çак кунччен упраннă халăх

Мăшкăлланмĕ паянтан;

Хăйшĕн хăй - парне те палăк,

Пуринпе те вăл пĕр тан.

Пĕтĕм пурнăç терчĕпе

Çĕр çыртса тупа тăватпăр:

Шăрăх, сивĕ е йепе -

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!».

Кашни уявлани, ман шутпа, уйрăм тӗллевсене пурнăçламалла. Çанкашкал мероприятисене ячӗшӗн туса ирттернине пăрахăçламалла. Чăваш чӗлхипе литератури, культурипе çыхăннă çивӗç ыйтусем питӗ нумай капланса çитнӗ. Шăп çакăнта тăван халăх умӗнче выртакан çула тепӗр хут пăхса тухмалла, именчӗклӗхе, чикӗленнине, путланнине сирсе хамăрта тата таврари çынсенче шалти ирӗклӗх туйăмне çӗклемелле. Ку чухне, паллах, тӗп роле пирӗн интеллиенци вылямалла. Чун тасалăхӗшӗн тата тивӗçлӗ пуласлăхшăн кӗрешесси унăн чи пӗрремӗш задачи пулнă, пур, пулать те.

Сăмах май, П.П.Хусанкай сăввисене вулкансен хушшинче хальхи вăхăтра chuvash.org сайт видеоконкурс ирттерет. Акă ссылки:
http://chuvash.org/news/14602.html

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев