Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Хусанкай çуралнă çӗре аталантарма Иван Казанков 4 млрд тенкӗ укçа янă

Элкел муниципаллă район пуçлăхӗ А.Ф.Никошин П.П.Хусанкай 110 çул тултарнине халалланă пухура каланă сăмахсем Хусанкай çӗрӗ çинчи пурнăç лайăх енне куç умӗнче улшăнса пырать: ял сăнӗ илемленет, çӗнӗ çуртсем, объектсем ӳссе лараççӗ. 2002 çулта «Звениговский» совхоз ертӳçи И.И.Казанков хăйӗн тăван ялӗнче «Хузангаевский» ял хуçалăх кооперативӗ йӗркелерӗ. Хальхи вăхăтра ăна Е.М.Чугунов ертсе...

Элкел муниципаллă район пуçлăхӗ А.Ф.Никошин П.П.Хусанкай 110 çул тултарнине халалланă пухура каланă сăмахсем

Хусанкай çӗрӗ çинчи пурнăç лайăх енне куç умӗнче улшăнса пырать: ял сăнӗ илемленет, çӗнӗ çуртсем, объектсем ӳссе лараççӗ. 2002 çулта «Звениговский» совхоз ертӳçи И.И.Казанков хăйӗн тăван ялӗнче «Хузангаевский» ял хуçалăх кооперативӗ йӗркелерӗ. Хальхи вăхăтра ăна Е.М.Чугунов ертсе пырать. Элкел районӗнче «Хузангаевский» тулли мар яваплăхлă обществăн акăнакан çӗрӗсем 18,5 пин гектар. Унта 334 çын ӗçлет. 2016 çулхи вăтам ӗç укçи 24 248 тенкӗпе танлашнă. Пӗлтӗр хусанкайсем пурӗ 727 миллион тенкӗ укçа ӗçлесе илнӗ.

Юлашки çулсенче кунта хӗвелçаврăнăш çăвӗ туса кăларакан цех уçнă, производство хăвачӗ талăкне 12 тонна. Унта икӗ сменăпа ӗçлеççӗ. Кукуруз типӗтекен Франци хатӗрне вырнаçтарнă, вăл кунне 82 тонна тырă типӗтеет. Выльăх пусакан цех та хута кайнă. Панировка сухарийӗсене кăларакан цех тума тытăннă.

Сӗт производствине хута ярас тӗллевпе Сиктӗрмепе Тутар Пăрнай ялӗ хушшинче 600-шер ӗне шăнăçтараякан 4 ферма тунă. Самăрлатмалли лапамра 3000 пуç мăйракаллă шултра выльăх валли 7 корпус туса лартнă. Ӗне ферми çумӗнче 3 сенаж траншеи хатӗрленӗ. Çак хуçалăхрах комбикорм завочӗ те ӗçлет. Хусанкайсем ӗçлекенсем çинчен те шухăшлаççӗ. Специалистсемпе рабочисем валли 4 хваттерлӗ çурт, общежити туса лартрӗç.

И.И.Казанков ертсе пыракан предприяти Петӗр Хусанкай çуралнă çӗр аталантăр тесе пурӗ 4 миллиард тенкӗ укçа хывнă. Ӗç вырăнӗсемпе тата тивӗçлӗ тӳлевпе тивӗçтернисӗр пуçне Казанков ялăн социаллă пурнăçне те хастар хутшăнать. Ял-йыш валли чиркӳ туса лартрӗ, вырăнти шкула, соцкультбыт учрежденийӗсене тăтăш пулăшса пырать. И.И.Казанков тӗрев панипе халăх уявӗсем, ыркăмăллăх акцийӗсем иртеççӗ.

Тăван районӗпе тăван ялӗн чылай проб­лемине вăл çывăхрах йышăнса вӗ­сене татса пама пулăшать. 2015 çулта эпир çак ялта районсем хушшинчи куç кли­никине уçма пултартăмăр.

Шанатăп, П.П.Хусанкай та çак улшăнусене пысăка хурса хакланă, хăйӗн ентешӗсемшӗн чунтан хӗпӗртенӗ пулӗччӗ. Аслă поэтăмăра хамăр районта кăна мар, ытти регионсенче те сума суни пирӗншӗн кăмăллă. Унăн 110 çуллăхӗ - чăваш халăхӗн культура, истори хăйтӗллӗнлӗхӗ çинчен çивӗч калаçу çӗклемелли сăлтав. Çавна кура çакнашкал мероприятин пӗлтерӗшӗ çине уйрăмах пусăм тăвас килет. Пирӗн, тӗрлӗ шайри ертӳçӗсен, вӗрентӳпе культура ӗçченӗсен, хыпар хатӗрӗсенче тăрăшакансен вырăс, чăваш, тутар е ытти халăхсен ăс-хакăлӗпе культура пуянлăхӗнчи чи лайăххине илсе ăна аталантарма пулăшни - паянхи кун питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине манмалла мар. Хамăр халăхăн этнокультура йăлисене пӗлсе хисепленинчен ытти халăхсен йăлисене хисеп­лес йăла çуралать. Унсăрăн пирӗн нумай нациллӗ республикăра та, Раççейре те пурăнма май çук. Паянхи тӗлпулуран кашни ырă шухăш-туйăмпа таврăнасса шанатăп.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев