Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

майăн 27-мӗшӗнче пирӗн çӗршывра библиотекасен кунне паллă тăваççӗ

Çулсерен майăн 27-мӗшӗнче пирӗн çӗршывра библиотекăсен кунне паллă тăваççӗ. 1795 çулта çак кун «Имепратор библиотекине» уçнă. Паян урамра çӳллӗ шайри технологисемпе компьютер çитӗнӗвӗсемпе палăракан 21-мӗш ӗмӗр. Анчах библиотека çаплипех кирлӗ-ха. Вăл этемлӗх астăвăмне упрать. Аслисемпе пӗчӗккисем библиотекăна кӗнекешӗн кăна мар, ырă сăмахшăн, канашшăн, тӗрекшӗн те килнӗ пек туйăнать. Мӗншӗн тесен...

Çулсерен майăн 27-мӗшӗнче пирӗн çӗршывра библиотекăсен кунне паллă тăваççӗ. 1795 çулта çак кун «Имепратор библиотекине» уçнă. Паян урамра çӳллӗ шайри технологисемпе компьютер çитӗнӗвӗсемпе палăракан 21-мӗш ӗмӗр. Анчах библиотека çаплипех кирлӗ-ха. Вăл этемлӗх астăвăмне упрать. Аслисемпе пӗчӗккисем библиотекăна кӗнекешӗн кăна мар, ырă сăмахшăн, канашшăн, тӗрекшӗн те килнӗ пек туйăнать. Мӗншӗн тесен унта ырă кăмăллă çынсем ӗçлеççӗ.

Çарăмсан районӗнчи Лагерка ялӗн библиотекинче ӗçлекен Зоя Ивановна Ларионова та çавăн пек библиотекарьсен шутне кӗрет. Унăн пурнăçӗнчи 37 çулӗ кӗнекесемпе çыхăннă. Хăвăн ӗçне юратмасан библиотекăра нумай тытăнса тăраймастăн пулмалла. Елабугăри культпросвет училищинчен куçăн мар майпа вӗренсе тухнă хыççăн Зоя Ивановна пысăк тӗпчев ӗçӗ илсе пыма тытăнать. Таврапӗлӳпе çыхăннă материалсене пухса системăлать. Ку вăл çынсен ял историйӗпе çыхăннă биографийӗсем, çырусем, асаилӗвӗсем, пичет изданийӗсенчи заметкăсем. Çак ӗç таврапӗлӳ музейӗ йӗркелеме хистенӗ.

1990 çулта Лагеркăри библиотекăра таврапӗлӳ ӗçӗпе кăсăкланакан «Поиск» клуб йӗркеленет. Зоя Ларионова ертсе пынипе клуба çӳрекенсем 1995 çулта ваттисем каласа панă тăрăх ял историне çырса альбом хатӗрленӗ. Çав çулах Лагеркăри шкул никӗсӗнче музей йӗркелесе яраççӗ. Таврапӗлӳ ӗçне аталантарса «Ял маçтăрӗсем» ятлă альбом тăваççӗ. Çапла ялти библиотека кӗнеке управçинчен тăван тавралăхпа паллаштаракан центра çаврăнать. Хăйӗн тавра пӗр шухăшлă çынсене пуçтарса Зоя Ивановна авалхи уявсене, улахсене чӗртме тăрăшать.

Вăл юрлама юратнипе пӗр ял концерчӗнчен те юлмасть. Районти конкурссем, смотрсем унсăр иртмеççӗ. «Выля хут купăс», «Никрут юрри» фестивальсенче те куртăмăр тăван халăх культуришӗн тăрăшакан Зоя Ларионовăна. Районсенчи нумай библиотекарьшăн унăн ӗçӗ тӗслӗх пулса тăрать.

Кӗнекен вăрттăн тӗнчи патне çул уçса паракансем час-часах библиотекарьсем пулса тăраççӗ. Çын вулав патне туртăнма пуçланипе пуçламанни нумай чухне вӗсенчен килет. Уяв ячӗпе сире, кӗнекеçӗсем!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев