Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Петӗр Хусанкай ячӗпе видеоконкурс

Видеосăвăсен инçет конкурсне ачасемпе çамрăксене тата аслă ăрури çынсене чӑваш халăх поэчӗн пултарулӑхӗпе анлӑрах паллаштарас, чăваш чĕлхипе тата литературипе кăсăклантарас, вулав пултарулăхне аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланă «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосăвă конкурсĕн положенийĕ «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосăвăсен инçет конкурсне ачасемпе çамрăксене тата аслă ăрури çынсене чӑваш халăх...

Видеосăвăсен инçет конкурсне ачасемпе çамрăксене тата аслă ăрури çынсене чӑваш халăх поэчӗн пултарулӑхӗпе анлӑрах паллаштарас, чăваш чĕлхипе тата литературипе кăсăклантарас, вулав пултарулăхне аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланă

«Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ»

видеосăвă конкурсĕн

положенийĕ

«Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосăвăсен инçет конкурсне ачасемпе çамрăксене тата аслă ăрури çынсене чӑваш халăх поэчӗн пултарулӑхӗпе анлӑрах паллаштарас, чăваш чĕлхипе тата литературипе кăсăклантарас, вулав пултарулăхне аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

2§. Видеосăвăсен инçет конкурсне йĕркелекенсем

А). «Чăваш халăх сайчĕ» ( http://chuvash.org/ )

Ӑ). Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ ( http://suvargazeta.ru)

Ă). Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ ( http://inset.chv.su/)

Б). «Сăвар ТВ» тетелти телеканал ( http://www.youtube.com/user/suvartv )

В) «Шкул ТВ» тетелти телеканал ( http://www.youtube.com/user/civmih2 )

Г) Хусанти П.П.Хусанкай ячӗллӗ Чăваш наципе культура центрӗ

3§. Видеосăвăсен инçет конкурс материалĕсен тытăмĕ

А. Жанр: сăвă.

Ă. Тема: Петӗр Хусанкай ҫырнӑ хайлавсем.

Б. Тĕс: видео.

В. Чĕлхе: чăвашла.

Г. Ăшлăхĕ: видеокамера умĕнче вулаканăн сӑвӑ ятне тата хăйĕн çинчен каласа памалла (хăш республика е облаçран, районпа ял ятне, ăçта вĕреннипе е ĕçленине, видео ÿкерекенĕн ятне, ачасен тата - воспитатель е вĕрентекен ятне). Ҫакна е сасӑпа пĕлтермелле, е видеора чăвашла титрсемпе çырса памалла.

Д. Программăсем тата хатӗрсем: видеона профессилле шайра илемлетме юрать. Ку ĕçе хуть те мĕнле программăпа та йĕркелеме тата кирек мĕнле кодировкăра та тăратма юрать. Видеона кирек мӗнле хатӗрпе те усӑ курса ӳкерме ирĕк пур - хуть карас телефонӗпе, хуть профессиллӗ аппаратурӑпа.

Е. Хушма ирĕксемпе чарусем: сӑвва пӑхмасӑр вӗренсе калани пӗлтерӗшлӗ мар, кӗнеке тӑрӑх та каласа-вуласа пама юрать. Вулаканăн сӑвва туллин каласа-вуласа памалла. Поэма пулсан шухăш тĕлĕшĕнчен тулли пĕр-пĕр сыпăка хатĕрлемелле.

4§. Видеосăвăсен инçет конкурсне хутшăнакансем

Конкурса ачасем те, çамрăксем те, çитĕннисем те хутшăнма пултараççĕ.

Хаклама пайланӑ ушкӑнсем:

А. Шкул ҫулне ҫитмен ачасем;

Ă. Кӗҫӗн (1-4) классенче вӗренекен ачасем;

Б. Вӑтам (5-9) классенче пӗлӳ пухакансем;

В. Çамрăксем (аслӑ классенче вӗренекенсем студентсем тата 30 çитмен çамрăксем);

Г. Аслисем (30 ҫултан аслӑраххисем).

Çавăн пекех уйрăм номинацире куракансен кăмăлне кайнă ĕçе палăртатпăр.

5§. Видеосăвăсен инçет конкурсăн çĕнтерÿçисене палăртасси

Видеосăвăсен инçет конкурсăн çĕнтерÿçисене комисси членĕсем палăртаççĕ. Ĕçсен пахалăхне палăртма çак критерисемпе усă кураççĕ: вулав ăсталăхĕ (интонаципе вулав хăвăртлăхĕ, сасă тăхтавĕпе логика пусăмĕ, туйăмсен вăйĕпе чăнлăхĕ), видео пахалăхĕ, фон пахалăхĕ. Хакланă чухне комисси членĕсем баллсене 1-рен пуçласа 10 таран лартаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене комиссин членĕсем панă баллсен вӑтам виҫи тăрăх палăртаççĕ. Конкурса хутшăннисенчен урăх никам та вуламан сăвва хатĕрленĕшĕн хутшӑнакана вӑтам виҫе ҫумне 1 балл хушса хаклаҫҫӗ. Енчен те хутшăнакансем пĕрешкел балл пуçтарнă пулсан туйăмсен вăйĕпе чăнлăхĕ витĕмлĕрех конкурсанта çĕнтерÿçĕ тесе йышăнаççĕ.

Кашни ÿсĕмри çĕнтерÿçĕсене 2017 çулхи нарӑсӑн 22-мĕшĕ тĕлне палăртаççĕ. Малти вырăна тухнисене хисеп хучĕсемпе тата пĕчĕк парнесемпе савăнăçлă лару-тăрура чыслаççĕ. Пур конкурсанта та, çавăн пекех ачасене конкурса хатĕрленĕ педагогсене те, видео ÿкернĕ операторсене те конкурса хутшăннине ĕнентерекен сертификатпа тивĕçтереççĕ. Хăçан тата ăçта чыслассине чăваш халăх сайтĕнче, ШкулТВ, СăварТВ телеканалсенче уйрăммăн пĕлтерĕç.

"Куракансем кăмăлне кайнă ĕç" номинацири çĕнтерÿçĕне палăртма куракансем Чăваш халăх сайтĕнче, ШкулТВ е СăварТВ телеканалсенче сасăлама пултараççĕ.

6§. Ăмăрту тапхăрĕ тата материалсене ярса памалли мелсемпе условисем.

Конкурса хутшăнмалли йĕркепе условисем:

Конкурса хутшăнма çак япаласем кирлĕ:

А). Конкурса тăратакан видео (е видео ăçта вырнаçине кăтартакан каçă);

Ă). Хутшăнакан карточки (1-мĕш хушăм);

Б). Конкурса хутшăнаканăн тата операторăн заявленийĕсем, (ача хутшăнать пулсан - ашшĕ-амăшĕн, операторăн тата педагогăн заявленийĕсем) ( 2-мĕш хушăм).

Асăннисенчен пĕри те пулин пулмасан е заявленисене тĕрĕс мар хатĕрлĕ пулсан ярса панă информацие йышăнмаççĕ тата пăхса тухмаççĕ.

Видеоматериалсене конкурса çак майсемпе çитерме пулать:

А). Хăвăрăн видеоматериала http://www.youtube.com/ видеохостингра вырнаçтарса видео каççине «Шкул ТВ» редакцине (civhim2@yandex.ru) е Чăваш халăх сайтне (videosava@chuvash.org) ярса памалла.

Ă). Енчен те ку ĕç сирĕншĕн кăткăс пулсан видеона «Шкул ТВ» редакцин е Чăваш халăх сайтнчĕн элетрон почтисем ăсатма пултаратăр.

Б). Видеоматериала, электрон почтăпа ярса пама май килмесен, Яндекс.Диск е Майл.Облоко сервиссенче вырнаçтарма сĕнетпĕр, каçăна civhim2@yandex.ru е videosava@chuvash.org адреспа ямалла.

Хутшăнакан карточкине тата заявленисене видеопа е видео каççипе пĕрле ярса памалла.

Асăрхаттарни: енчен те пĕр хутшăнаканах темиçе сăвă вулать пулсан, хутшăнакан карточкине кашни сăвă валли уйрăммăн хатĕрлемелле (таблицăри текста çĕнĕ йĕркене ятарлăн куçмасăр - Enter клавиша çине пусмасăр - тултармалла).

Хутшăнмалли ирĕксемпе чарусем:

Инçет конкурса 2017 çулта ÿкернĕ ĕçсем кăна хутшăнма пултараççĕ. Килĕшÿсĕр, кăмăл-сипете тивĕçтермен видеоматериала конкурса йышăнмаççĕ.

Ăмăрту тапхăрĕ:

Конкурс 2017 çулхи нарӑсăн 6-мĕшĕччен пырать (ĕçсене йышăнассине нарӑсӑн 5-мĕшĕнче, вырсарникун, 23 сехетре вĕçлетпĕр).

7§. Конкурс вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ӗҫсемпе усӑ курасси.

Конкурс ирттерекенсем ярса панă видеосемпе ирĕклĕнех усă курма пултараççĕ.

1-мĕш хушăм

Хутшăнакан карточки

Хушамат, ят____________________________________________________________________

Сăвă ячӗ______________________________________________________________________

Республика, область____________________________________________________________

Район________________________________________________________________________

Ял, хула ячӗ___________________________________________________________________

Шкул, ача сачӗ, е ӗç вырăнӗ______________________________________________________

Миçе çулта____________________________________________________________________

Педагогӗ (хатӗрленме пулăшаканӗ)______________________________________________

Электронлă адрес_____________________________________________________________

Телефон_____________________________________________________________________

Видео ӳкерекенӗ_______________________________________________________________

Ӗç е вӗренекен вырăн___________________________________________________________

Информацие ЧĂВАШЛА çырмалла.

2-мĕш хушăм

Для участников - педагогов, родителей, операторов съемки

Заявление на использование персональных данных

Я, __________________________________________________________________________________

(Ф. И.О. гражданина)

в соответствии с требованиями ст. 9 Федерального закона РФ «О персональных данных», подтверждаю свое согласие на использование моих персональных данных, а именно - фамилии, имени, отчества, места работы, должность - для участия в интернет-конкурсе "Хастарлăх çăлкуçĕ" в честь 110-летия П. П. Хузангая.

Я согласен (а), что мои персональные данные будут использоваться при формировании публикации в средствах массовой информации сводного списка (ведомости) участников награждения почетными грамотами, памятными сувенирами и сертификатами участника.

Я проинформирован(а), что под обработкой персональных данных понимаются действия (операции) с персональными данными, включая сбор, систематизацию, накопление, хранение, уточнение (обновление, изменение), использование, распространение (в том числе передачу), обезличивание, блокирование, уничтожение персональных данных соблюдается в рамках исполнения Оператором законодательства Российской Федерации.

Я даю согласие на размещение видеоматериала с моим участием на видеохостинге youtube http://www.youtube.com/.

Настоящее согласие действует со дня подписания до дня отзыва в письменной форме.

_____________ ________________________ _________

(Дата) (Фамилия, инициалы) (Подпись)

Подлинность подписи подтверждаю

_________________________________ ________ ___________________________________

(название организации учреждения) (Подпись) (Фамилия, И. О. Руководителя организации, учебного заведения)

Печать

Для участия несовершеннолетних детей

Заявление на использование персональных данных (на несовершеннолетних)

Я, __________________________________________________________________________________

(Ф. И.О. законного представителя несовершеннолетнего гражданина)

в соответствии с требованиями ст. 9 Федерального закона РФ «О персональных данных», подтверждаю свое согласие на обработку данных моего (ей) несовершеннолетнего (ей) сына (дочери), а именно - фамилии, имени, отчества и место учебы : ________________________________________________________________________________________________

(Ф. И.О. несовершеннолетнего гражданина)

для участие в интернет-конкурсе "Хастарлăх çăлкуçĕ" в честь 110-летия П. П. Хузангая.

Я согласен (а), что персональные данные моего (ей) несовершеннолетнего (ей) сына (дочери) будут использоваться при формировании и публикации в средствах массовой информации сводного списка (ведомости) участников награждения почетными грамотами, памятными сувенирами и сертификатами участника.

Я проинформирован (а), что под обработкой персональных данных понимаются действия (операции) с персональными данными, включая сбор, систематизацию, накопление, хранение, уточнение (обновление, изменение), использование, распространение (в том числе передачу), обезличивание, блокирование, уничтожение персональных данных соблюдается в рамках исполнения Оператором законодательства Российской Федерации.

Я даю согласие на размещение видеоматериала с участием моего(ей) несовершеннолетнего (ей) сына (дочери) на видеохостинге youtube http://www.youtube.com/.

Настоящее согласие действует со дня подписания до дня отзыва в письменной форме.

_____________ ________________________ _________

(Дата) (Фамилия, инициалы) (Подпись)

Подлинность подписи подтверждаю

_________________________________ ________ ___________________________________

(название организации, учреждения) (Подпись) (Фамилия, И. О. руководителя организации, учебного заведения)

Печать

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев