Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Пӗл пирӗннисене!

(Майя Игнатьева. С.Ферапонтов архивӗнчи сăнӳкерчӗк). Элкел районӗнчи Кивӗ Тахтал шкулӗ çумӗнче улттăмӗш çул пиçиххипе кӗрешессипе секци ӗçлет. Паянхи кун унта 35 вӗренекен çӳрет. Тренировкăсене эрнере тăватă хутчен, ăмăртусем умӗн кашни кунах Пасарлă Матакри ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулӗн ертӳçи тата тренерӗ Р.Р.Вафин килсе ирттерет. Ку кӗрешӳ тӗсӗсӗр пуçне Рамис Рустамович ачасене...

(Майя Игнатьева. С.Ферапонтов архивӗнчи сăнӳкерчӗк). Элкел районӗнчи Кивӗ Тахтал шкулӗ çумӗнче улттăмӗш çул пиçиххипе кӗрешессипе секци ӗçлет. Паянхи кун унта 35 вӗренекен çӳрет. Тренировкăсене эрнере тăватă хутчен, ăмăртусем умӗн кашни кунах Пасарлă Матакри ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулӗн ертӳçи тата тренерӗ Р.Р.Вафин килсе ирттерет. Ку кӗрешӳ тӗсӗсӗр пуçне Рамис Рустамович ачасене ирӗклӗ тата чăваш кӗрешӗвӗсене те вӗрентет. Унăн çак ялти воспитанникӗсем республикăпа çӗршыв шайӗнче çеç мар, тӗнчипех палăрма ӗлкӗрнӗ. Сăмахран, пиçиххипе кӗрешессипе Раççейпе Тутарстан турнирӗсен ылтăн призерӗ, çурма чăваш хӗрӗ Вероника Хайруллина пӗлтӗр юниорсен Тӗнче чемпионатӗнче II вырăна тивӗçнӗ. Ирӗклӗ кӗрешӗвӗн, пиçиххипе кӗрешессипе Тутарстанпа Раççей первенствисене, Нурлат районӗнче иртекен чăваш кӗрешӗвӗпе турнира хутшăнсах тăраççӗ кивтахталсем.

Октябрӗн 22-мӗшӗнче Хусанта иртнӗ 2001-2003 çулсенче çуралнисен йышӗнче ирӗклӗ кӗрӗшӗвӗн Тутарстан первенствин пьедесталӗ çине Кивӗ Тахтал шкулӗн 9-мӗш класс вӗренекенӗ Станислав Ферапонтов та хăпарчӗ. 50 килограмм виçе категорийӗнче ăмăртса вăл III вырăна тивӗçрӗ. Маттур! Кунашкал турнирсене Стас пӗрре мар хутшăннă, çапах та хальхи ăмăрту ăна тин бронза медалӗ патне илсе çитерчӗ.

- Станислав питӗ тăрăшуллă, спортра мӗнпур вăйне хурать. Хăнăхăвӗсене якатас тесе нумай ӗçлет. Дисциплина енчен те хăйне çирӗп тытать. Кун сиктермесӗр çăмăл атлетикăпа аппаланать. Пултаруллă ача, - терӗ ун çинчен тренер.

Ялти секцие Станислав пиллӗкмӗш çул çӳрет. Кавир çине тухас умӗн хумхантаракан туйăмсене çӗнтерме ăна тренерăн сӗнӗвӗсем пулашăççӗ-мӗн. Ирӗклӗ кӗрешӳ спорт тӗсӗ пек килӗшнисӗр пуçне, çак дисциплинăна вăл кирлӗ чухне хăйне тата ытти çынсене хӳтӗлеме вӗрентнипе те алла илет. Пулас профессине те спортпа çыхăнтарма шутлать Станислав, вăл физкультура учителӗ пуласшăн. Хăй каланă тăрăх, кунта хăй те, ашшӗпе пиччӗшӗ те спортпа туслă пулни, амăшӗ Ирина Петровна та учительте 30 çул ытла ӗçлени витӗм кӳнӗ.

Ноябрь пуçламăшӗнче Р.Вафин воспитанникӗсем Пасарлă Матакра иртекен пиççихипе кӗрешессипе республика турнирне хутшăнма, декабрь уйăхӗнче Ш.Садриева халалланă пиçиххипе кӗрешессипе Пӗтӗм Раççей турнирне кайма хатӗрленеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев