Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Сиктӗрме-Хусанкайри музее Академи Дипломӗпе чысланă

Июлӗн 20-мӗшӗнче Чăваш Енри пысăк делегаци Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче пулса курчӗ. Делегацие паллă общество деятелӗсем, ученăйсем, çыравçăсем, журналистсем, вузсен преподавателӗсем кӗчӗç. Вӗсем П.П.Хусанкай ячӗллӗ музейăн ӗçне пысăка хурса хакларӗç. Таврапӗлӳ тата тӗпчев ӗçне анлăн ирттренӗшӗн, чăваш халăхӗн историне, Чăваш Республикин наука, искусство, культура ӗçченӗсене халалланă мероприятисенче хутшăннăшăн пирӗн музее...

Июлӗн 20-мӗшӗнче Чăваш Енри пысăк делегаци Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче пулса курчӗ. Делегацие паллă общество деятелӗсем, ученăйсем, çыравçăсем, журналистсем, вузсен преподавателӗсем кӗчӗç. Вӗсем П.П.Хусанкай ячӗллӗ музейăн ӗçне пысăка хурса хакларӗç. Таврапӗлӳ тата тӗпчев ӗçне анлăн ирттренӗшӗн, чăваш халăхӗн историне, Чăваш Республикин наука, искусство, культура ӗçченӗсене халалланă мероприятисенче хутшăннăшăн пирӗн музее Чăваш халăх наукăпа ӳнер академийӗн Дипломне парса чысларӗç. Музейăн директорӗ Олег Витальевич Мурзин «Анлă наукăпа шырав ӗçӗшӗн тата Тăван ене тӗпчес ӗçри çитӗнӳсемшӗн» çак авторитетлă общество организацийӗн Грамотине тивӗçрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев