Сувар

Вера Кузьмина Хусанкай сăввисене вуларӗ

Петӗр Хусанкайăн мăшăрӗ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина та килнӗччӗ аслă поэтăмăрăн 110-çуллăхне халалланă уява. Вăл Сиктӗрмери музейăн курав залӗнче те, Пасарлă Матакри Культура керменӗнче те сăмах каларӗ, Петр Петровичăн сăввисене питӗ ытарлăн вуларӗ. Вăл сăвăсене Вера Кузьмина пек пăхмасăр калакан çук-тăр, тупата. Çулла пулнă пулсан, туп-тулли залсенче шăна вӗçни...

Петӗр Хусанкайăн мăшăрӗ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина та килнӗччӗ аслă поэтăмăрăн 110-çуллăхне халалланă уява. Вăл Сиктӗрмери музейăн курав залӗнче те, Пасарлă Матакри Культура керменӗнче те сăмах каларӗ, Петр Петровичăн сăввисене питӗ ытарлăн вуларӗ. Вăл сăвăсене Вера Кузьмина пек пăхмасăр калакан çук-тăр, тупата. Çулла пулнă пулсан, туп-тулли залсенче шăна вӗçни илтӗнетчӗ-тӗр... Халăх поэчӗн тăван ялӗнче те, райцентрта та, зал та паллă актрисăна ура çине тăрса алă çупса тав турӗ.
Хӗрарăм миçе тултарни пирки шарламаççӗ теççӗ, анчах кунта палăртса хăвармалла-тăр, 93-ре пулсан та Вера Кузьминична халӗ те Шупашкарти К.Иванов ялчӗллӗ Чăваш патшалăх академипе драма театрӗнче вылять. Таймапуç Сире, П.П.Хусанкайăн еткерлӗхне çакăн пек перекетлӗн упранăшăн, халăх патне çитернӗшӗн!

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: