Ырă шухăшпа пурăнса ырă ӗç тăвать

(Ольга Ферапонтова. Элкел). Хальхи вăхăтра ырă ĕçсем тăвасси йăлана кĕрсе пырать. Ку вăл питĕ кирлĕ, лайăх пулăм. Ыркăмăллăхçăсем вара кашни ялтах тупăнаççĕ. Элкел районĕнчи Кивĕ Тахтал ялĕнче çакăн пек сумлă, ырă кăмăллă, хисеплĕрен те хисеплĕ çын вăл - Виктор Андреевич Белов. Унăн сăваплă, ырă ĕçĕсем çулран çул нумайланса пыраççĕ. Вăл...
(Ольга Ферапонтова. Элкел). Хальхи вăхăтра ырă ĕçсем тăвасси йăлана кĕрсе пырать. Ку вăл питĕ кирлĕ, лайăх пулăм. Ыркăмăллăхçăсем вара кашни ялтах тупăнаççĕ. Элкел районĕнчи Кивĕ Тахтал ялĕнче çакăн пек сумлă, ырă кăмăллă, хисеплĕрен те хисеплĕ çын вăл - Виктор Андреевич Белов. Унăн сăваплă, ырă ĕçĕсем çулран çул нумайланса пыраççĕ. Вăл ял клубĕпе тăван шкул çуртне юсама та пулăшрӗ, вĕренÿ хатĕрĕсемпе те тивĕçтерчӗ. Ялăн 400 çулхи, шкулăн 100 çулхи юбилейӗсене паллă тума та нумай пулăшрӗ. Юлашки вăхăтра вара ялта чиркӳ хăпартас ĕçре хастар тăрăшать.
Нумай пулмасть, çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче, ял халăхĕшĕн тепӗр питĕ пысăк ĕç турĕ - яла тĕрлĕ усал-тĕселтен, инкек-синкекрен сыхлакан хĕрес лартрĕ. Çав кун Пасарлă Матак чиркĕвĕн пачăшки Андрей атте кĕлĕ вуласа, светить туса хĕрес лартнă çĕре чылай ял-йыш пуçтарăнчĕ. Ку пирĕншĕн чăн-чăн телей. Эпир питĕ савăнатпăр. Кивĕ Тахталта çуралса ӳснĕ, хальхи вăхăтра Элмет хулинче пурăнакан Виктор Белова çакăн пек парне туса панăшăн чĕререн тав тăватпăр. Унăн ырă ĕçĕ хăйне ырăпа таврăнтăр. Çӳлти Турă ăна яланах сыхлатăр, пулăштăр, ырлăх-сывлăх патăр.
Эпир, кивтахталсем, çакăн пек пултаруллă та тăрăшуллă ырă çыннăмăрпа мăнаçланатпăр. Турă пурне те курать, çавăнпа та ырă шухăшпа пурăнса ырă ĕçсем тăвасчĕ, пирĕн те хамăр ентешĕмĕртен юлас марччĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
3 марта 2021 - 21:43Вӑрманҫӑсем йывӑҫ лартма хатӗрленеҫҫӗ Вӑрман лартас сезона кӑҫал апрелӗн 19-мӗшӗнче уҫма хатӗрленеҫҫӗ3700
-
3 марта 2021 - 17:54Кил-ҫурт картишӗ вӑл чун хавалӗ пекех Ҫак сӑмахсене Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикӑри хыпар хатӗрӗсенче ӗҫлекен хӗрарӑм-ертӳҫӗсемпе йӗркеленӗ тӗлпулура каланӑ. Сӑмах май, унта пирӗн хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та хутшӑннӑ4801
-
3 марта 2021 - 14:12Роспотребнадзорӑн Тутарстанри управленийӗ ресторансене ҫӗрле ӗҫлеттерес ыйтӑва тӗпчет Кафе тата ресторан бизнесӗ пандеми вӑхӑтӗнче пысӑк ҫухатусем тӳсни пирки рестораторсем Рустам Миннихановран вӗсене ҫӗр хута ӗҫлеме ирӗк пама ыйтнӑ4900
-
3 марта 2021 - 12:44Ростехнадзорӑн экс-пуҫлӑхне суд килти ареста ӑсатнӑ Тутарстан Республикин Президенчӗ ҫумӗнчи коррупцине хирӗҫ кӗрешекен уйрӑм вӑхӑтне ахаль ирттермест. Ӗнерхи канашлура сахал мар министрӑн ура ҫине тӑма тиврӗ4800
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ36812
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ13800
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.12401
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ272500
-
1 марта 2021 - 13:37Хулаҫырмисен премьеринче кичем пулмарӗ "Туса лартатӑп шурӑ ҫурт" илемлӗ фильма Владимир Корсаков ӳкернӗ. Унта Чӑваш драмтеатрӗн артисчӗсем ӳкерӗннӗ тата, паллах, Хулаҫырми халӑхӗ. Мӗншӗн тесен вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Николай Угасловӑн ачалӑхӗ ҫинчен31700
-
1 марта 2021 - 13:23Ҫӗпрелсем кино уявне йӗркелерӗҫ Ют ҫӗршывран килнӗ чаплӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ пек йышӑнчӗҫ Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Культура керменӗнче Тутарстанра Чӑваш кино кунӗсене ирттерекен делегацине16400
-
2 марта 2021 - 14:47Юхма Мишшипе Хусанта тӗлпулма чӗнетпӗр Мероприятие йӗркелекенсем – ТР ЧНКА тата Хусанти П.П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ – çыравçăпа тӗлпулас текенсен пурин те маскăсемпе пулмаллине аса илтереççӗ.13400
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика