Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Ешӗлвар (Зеленодольск)

Газпа ӗçлекен моторсен шучӗ пирӗн республикăра малашне ӳссе пырӗ

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Ешӗлвар районӗнче видеокӗпер меслечӗпе автомобильсене газпа тултаракан компрессор станцийӗсем уçрӗ. Чаплă церемоние çавăн пекех «Газпромăн» директорӗсен каншӗн председателӗ Виктор Зубков тата Тутарстанри влаç органӗсен представителӗсем хутшăнчӗç. Çӗнӗ газ станцийӗсене Ешӗлвар, Анат Кама, Пӗкӗлме хулисенче пӗр вăхăтра уçрӗç. Çак станцисем çулталăкне 27,4 млн кубла метр газпа тивӗçтереççӗ....

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Ешӗлвар районӗнче видеокӗпер меслечӗпе автомобильсене газпа тултаракан компрессор станцийӗсем уçрӗ. Чаплă церемоние çавăн пекех «Газпромăн» директорӗсен каншӗн председателӗ Виктор Зубков тата Тутарстанри влаç органӗсен представителӗсем хутшăнчӗç.

Çӗнӗ газ станцийӗсене Ешӗлвар, Анат Кама, Пӗкӗлме хулисенче пӗр вăхăтра уçрӗç. Çак станцисем çулталăкне 27,4 млн кубла метр газпа тивӗçтереççӗ. Ку хăват кунсерен 600 автомобилье газ тултарма çитет.

Çӗнӗ обьектсене ӗçе кӗртнӗ хыççăн Тутарстанри газ заправкисен инфраструктури çулталăкне 106 млн тонна кубла метр газ параять. Компрессор станцийӗсен шучӗ 13 çитнӗ, ку Республикăна Федарцин Атăлçи округӗнче мала кăларать.

«Газпром газомоторное топливо» компанин тӗллевӗнче 2016 çул вӗçлениччен тата 5 станцие хута ярасси. Ку вăл Хусан, Лениногорск, Азнакай, Елабуга хулисем тата Алексеевски поселокӗ.

Газпа ӗçлекен моторсен инфраструктурине аталантарассипе Тутарстан - Раççейри пӗрремӗш регион пулса тăрать. Çакă малашне çут çанталăк газне мӗн пур транспорт тӗсӗнче усă курма май парӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев