Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Ешӗлвар (Зеленодольск)

Пулăсем вилсе пӗтеççӗ

Ешӗлвар районӗнчи Атăл урлă каçакан кӗпер çывăхӗнчи Займище ялӗн таврашӗнче вилнӗ пулăсене асăрханă. Ку пӗлтерӳ экологсем патне ӗнер çитнӗ. Ӗçӗ тӗпчеме вӗсем оперативлă группа янă. Вӗсен ушкăнӗнче ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин, ТР Росприроднадзор управленийӗн тата Тутарстан Рыбнадзорӗн ӗçченӗсем пулнă. Вырăна çитнӗ экспертсен, активистсемпе журналистсен çутçанталăк инкекне курма тивнӗ. Çыран...

Ешӗлвар районӗнчи Атăл урлă каçакан кӗпер çывăхӗнчи Займище ялӗн таврашӗнче вилнӗ пулăсене асăрханă. Ку пӗлтерӳ экологсем патне ӗнер çитнӗ. Ӗçӗ тӗпчеме вӗсем оперативлă группа янă. Вӗсен ушкăнӗнче ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин, ТР Росприроднадзор управленийӗн тата Тутарстан Рыбнадзорӗн ӗçченӗсем пулнă.
Вырăна çитнӗ экспертсен, активистсемпе журналистсен çутçанталăк инкекне курма тивнӗ. Çыран хӗрринче çӗршӗр вилнӗ пулă выртнă (пӗчӗккисенчен пуçласа пысăк пулăсем таранах). Экспертсем кун пек пулăмсене нихçан курман.
Специалистсен сăмахӗсем тăрăх, Атăл хӗрринче тупнă пулăн тӗсне, çӗрнине тата шăршине кура ăна кăçалхи пулă мар теме пулать. Вăл 2016 çул вӗçӗнче вилнӗ пулмалла. Апла пулсан та пулă йышлăн вилнӗ пулăм 2017 çулта экологсен отчечӗсенче пӗрремӗш шутланать. Хальхи вăхăтра экспертсем пулăсене мӗн вӗлерме пултарнине тӗпчеççӗ.
 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев