Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Ешӗлвар (Зеленодольск)

Эсир гороскоппа кам? Часрах хăвăра шыраса тупăр!

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрне укçа-тенкӗ енчен ăнăçлă пулать, ӗçлени тупăша ӳстерме пулăшӗ. Харпăр бизнес пуррисен кашни утăма шутласа тумалла, йăнăшсан çухатусем те пулӗç. Укçăра куçман пурлăха хывас тесен лайăхрах вăхăта кӗтӗр. Творчествăпа ӗçлекенсен çак тапхăрпа пӗлӳпе пултарулăх шайне ӳстерессишӗн усă курмалла. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çак тапхăрта питӗ...

ТАКА 21.III - 20.IV

Ку эрне укçа-тенкӗ енчен ăнăçлă пулать, ӗçлени тупăша ӳстерме пулăшӗ. Харпăр бизнес пуррисен кашни утăма шутласа тумалла, йăнăшсан çухатусем те пулӗç. Укçăра куçман пурлăха хывас тесен лайăхрах вăхăта кӗтӗр. Творчествăпа ӗçлекенсен çак тапхăрпа пӗлӳпе пултарулăх шайне ӳстерессишӗн усă курмалла.

 

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Çак тапхăрта питӗ активлă пулатăр - вăй-халăрпа кирлӗ çӗрте усă курма пӗлӗр. Вăхăтăра кирлӗ мар ӗçсемпе пуш калаçусем çине ямалла мар. Калаçма пӗлнине кура ку эрнере усăллă паллашусем пулӗç. Тӗп ӗçсене тимлӗх уйăрни стрессемпе хӗвӗшӳрен сыхласа хăварӗ.

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Çак кунсенче творчествăлла е романтикăлла пӗрлешӳ йӗркелесе тӗрев тупатăр. Юратнă çынпа çулçӳреве тухни усăллă пулӗ. Анчах хутшăнусене ытлашши илемлетме кирлӗ мар, писме пултаратăр. Укçа-тенкӗпе асăрхануллăрах пулăр, шулӗксен аллине çакланма пултаратăр.

 

РАК 22.VI - 22.VII

Çак тапхăрта ытлашши хӗрӳленсе шутламасăр хăтланатăр. Пӗр енчен, çак лару-тăрура йăлăхтарнинчен, киввинчен хăтăлма май пур, тепӗр енчен, кăра шухăшсем пурнăçăра лайăх мар енне улăштарма пултараççӗ. Пуринчен ытла халӗ йăлăхтарса çитернӗ хутшăнусене татма меллӗ, çӗннисене вара пуçламалла мар.

 

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Тинех вăй-хал туйса хăвăра алла илетӗр, йывăрлăхсене çӗнтеретӗр. Çутçанталăк сире айванрах сыв­лăхпа тивӗçтернӗ-тӗк сыхланмалла, тахçанхи чирсем вăранма пултараççӗ: чӗрене, пуçпа куçа упрамалла. Каннă е спортпа аппаланнă чухне ыраттарма пултаратăр. Ӗçре пысăк улшăнусем пулмӗç.

 

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Çак тапхăрта сывлăх пит аванах мар, вăй-хал та сахалрах. Пси­хо­соматика, нерв чирӗсем тапранма пултараççӗ е куçăхтарӗç. Эндокринпа лимфа системисем черчен. Ӗçре те асăрхануллă пулăр, аманас хăрушлăх пур. Канмаллисене çемьепе, юлташсемпе ирттерме тăрăшăр.

 

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Ку эрне стабильлӗ мар, правур пулатăр, анчах вăй-хал хăвăрт йăшать. Ӗçре час ывăнатăр, тарăхатăр. Сывлав тата чӗре системисем черчен, юн пусăмӗ улшăнса тăни аптратма пултарать. Çул çинче асăрхануллăх кирлӗ. Лăпкă лару-тăрура канма тăрăшăр.

 

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Çак тапхăр сирӗншӗн ырă пулӗ, вăй-хал туллиех, сывлăх та аптрамасть. Шăмă сыпписемпе шăл сурма пултараççӗ. Кальци ӗçме тытăнсан юрать. Апат-çимӗç тӗрлӗрен пулмалла, сывă пурнăç йӗркине тытса пыма тăрăшăр. Ӗçре çӗнӗ плансем тусан аван.

 

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Ку эрнере укçа-тенкӗ ыйтăвӗсем мала тухаççӗ, ачасем, юратнă çын валли парне илес килӗ. Искусствăпа интересленме пуçланине пула та тăкакланма тивӗ. Сирӗн тупăш ӗçри пултарулăхсăр пуçне пуçлăхсен кăмăлӗнчен те килет. Кирлӗ ӗçсене эрне вӗçне хăварсан лайăхрах.

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Çак тапхăрта пуйма пулмӗ, анчах перекетлӗ, пуçлăхсемпе лайăх пулсан пурлăхăра малтанхи шайра упраса хăварма пулӗ. Кулянма кирлӗ мар, этем психологине, çынпа калаçма пӗлни нумай усă кӳрӗ. Тӗллевсемпе харпăр шухăшсене никама та пӗлтермелле мар.

 

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Ку эрнере укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ çирӗп мар, çӗнӗ ӗç шырани те ăнăçсăр пулӗ. Пӗлменлӗхпе, ултав­па пӗрле кӗтмен ăнăçу та пулӗ. Сăмахран, кампа-тăр паллашни малашлăхшăн усăллă пулӗ. Коммуникаци системипе, транспортпа çыхăннă е интернетри ӗç ăнать.

 

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Çак тапхăрта пӗтӗм вăй-халăра ӗçре çитӗнӳ туса тупăш илесси çине яратăр, усăллă çыхăнусем шыратăр. Профессири çитӗнӳсемшӗн конкуренци кӗрешӗвне пуçлатăр. Сире асăрхаççех. Укçа-тенкӗ енчен çитӗнӳ тăвас тесен нумай ӗçлеме, ӗçе тӗрӗс йӗркелеме вӗренме тивет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев