Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Ешӗлвар (Зеленодольск)

ХХ ӗмӗр Чикатилине вӗлернӗренпе 30 çул

Июлӗн 29-мӗшӗнче республикăн чи хăрушă преступник-маньякӗсенчен пӗрне, Хусанти А.Суклетин çынçиене персе вӗлернӗренпе 30 çул çитрӗ. Вăл тунă преступленисене аса илсен паянхи кун та çӳç-пуç вирелле тăрать. 1981 çултан пуçласа 4 çул хушшинче вăл хăйӗн еркӗнӗпе Шакировăпа тата юлташӗпе Никитинпа сахалтан та 7 хӗрарăмпа ачана вӗлерсе çисе янă. А.Суклетин вăл вăхăтра...

Июлӗн 29-мӗшӗнче республикăн чи хăрушă преступник-маньякӗсенчен пӗрне, Хусанти А.Суклетин çынçиене персе вӗлернӗренпе 30 çул çитрӗ. Вăл тунă преступленисене аса илсен паянхи кун та çӳç-пуç вирелле тăрать. 1981 çултан пуçласа 4 çул хушшинче вăл хăйӗн еркӗнӗпе Шакировăпа тата юлташӗпе Никитинпа сахалтан та 7 хӗрарăмпа ачана вӗлерсе çисе янă. А.Суклетин вăл вăхăтра Ешӗлвар районӗнчи Васильево поселокӗнчи «Хурăнлăх» сад пӗрлӗхӗн хуралçинче ӗçленӗ. Маларах судпа икӗ хутчен (мăшкăлланăшăн тата çаратушăн) айăпланса тӗрмере 14 çул ларса тухнă.

Çак çын ним пулман пекех хамăрпа юнашар çӳренине куç умне кăларсан тата хăрушăрах пулса каять. Эппин, ун çулӗ çинчи кашни çын хăрушлăхра пулнă-çке ун чух. Следствирен курăннă тăрăх, вăл çисе янă çынсенчен чи çамрăкки 11 çулти хӗр ача. Преступник ăна улталаса хăй патне ултавпа илсе кӗрсе мăшкăлланă, унтан вӗлерсе пӗçерсе çисе янă. Çынсене вӗлернипе пӗрлех вăл тата хăйӗн юлташӗсемпе çынсенчен укçа та тăпăлтарнă иккен. Шăпах çакăншăн милици тимлӗхне лекнӗ те вăл. Тӗрӗслев вăхăтӗнче ун патӗнче хайхи çынсене, тӗрӗсрех каласан, вӗсенчен мӗн юлнине, ăнсăртран асăрханă. Каярах пахчинчен çын шăм-шаккисене тăватă михӗ чавса кăларнă. Çуртӗнче тумтирӗсене тата çур витре ирӗлтернӗ çын çăвне тупнă. Сăмах май, Шакирова çын ашне пăру ашӗ тесе кӳршисене те суткаланă иккен.

Экспертиза кăтартнă тăрăх, Суклетин психика чирӗпе аптăраман. Тӗрӗслев вăхăтӗнче : «Эсир тухтăрсем вӗт, сире курăнарах парать», - тенӗ çеç. Вăл хăй айăпӗнче тунман кăна мар, тин çеç çуралнă ачан ашне çисе пăхма ӗмӗтленнине те каланă. Хăй вӗлернӗ çынсене пӗрре те шеллеменнине те йышăннă. Çынсене ӳсӗрле пуснă иккен вăл.

Суд ун чухне (1987 çулта) 20 ӗмӗрӗн Чикатилине чи çирӗп наказани пама - персе вӗлерме - йышăннă. Унăн «ӗçтешӗсене» 15-шер çула тӗрмене лартнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев